ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилей ячĕпе открытка янă

25 ноября 2015 г.

Нĕркеç ялĕнче пурăнакан Клавдия Петровна Андреева çак кунсенче 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Тăхăр теçетке çул пурăнаканскер, пурнăçра хура-шурне сахал мар курнă пулин те, нихăçан та пуçне усмасть. Кун пуçланнăшăн чунтан савăнать, яланах тулли кăмăлпа çỹрет. Клавдия Петровна хуçалăхри ĕçсене те пĕччен пурнăçлать, уçăлмалла лавккана кайса килет. Ачисемпе мăнукĕсем тăван килте пуçтарăнасса чăтăмсăррăн кĕтет.

Уява ывăл-хĕрĕсем, мăнукĕсем, тăванĕсем килсе çитнишĕн кинемей чунтан савăннă. Район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов хисеплĕ ватăна çуралнă кун ячĕпе саламларĕç, салам открыткипе, парнепе чысларĕç. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 90 çул тултарнă ятпа саламласа открытка янине пĕлсессĕн Клавдия Петровна куççульленмесĕр чăтаймарĕ. Президент юбилей ячĕпе саламласа Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче, кайран та йывăрлăхсене парăнмасăр ырми-канми тăрăшнăшăн тав тунă. Кинемей вăрçă вăхăтĕнче Новосибирск хулинчи çар заводĕнче 2 çул ытла тăрăшнă. Унтан таврăнсан колхозра вăй хунă.Клавдия Петровна - 7 ача амăшĕ. Вĕсем, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ пулин те, тăван киле çитерекен çула манмаççĕ. Час-час килсе çỹреме ерçеймесессĕн вара амăшне кашни кунах шăнкăравлаççĕ.

Клавдия Петровна пурнăçри кашни саманта лайăх ас тăвать. Ăна итлесе ларма çав тери кăсăклă. Акă, çар службинче тăракан мăнукĕ ячĕпе çырнă юрра та чĕрене пырса тивмелле юрларĕ.

А.АНТОНОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика