03 ноября 2015 г.
Статистикăна тишкерес пулсассăн, кашни çулах автоаварисенче вилекенсен шучĕ ỹсет. Чылай чухне айăпĕ - ỹсĕр водительсенче. Эрех ĕçсессĕн руль умне лармалла маррине тăтăшах асăрхаттараççĕ пулин те, йĕркене çирĕп пăхăнаççĕ теме çук-ха.
Акă, канмалли кунсенче автомашинăпа çỹрекенсене асăрхаттарас тĕллевпе Нĕркеç вăтам шкулĕн çамрăк активисчĕсем çул çине тухрĕç. Вĕсем "Сывă пурнăç йĕркин территорийĕ" акцие хастар хутшăнчĕç. Водительсемпе тĕл пулчĕç, калаçу ирттерчĕç.
А.НИКОЛАЕВА
Источник: "Каçал Ен"