ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Рейтингра çỹлерех хăпарнă

14 октября 2015 г.

Политика тата экономика коммуникацийĕсен агентстви 2015 çулхи авăн уйăхĕнче хатĕрленĕ Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен пуçлăхĕсен витĕмлĕхĕн рейтингĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн позицине çирĕплетсе тата 16 пункт çỹлерех хăпарнă.

Раççейри чи витĕмлĕ губернаторсен рейтинг кăтартăвне экспертсем хупă анкета мелĕпе ыйтса пĕлсе хатĕрленĕ. 2015 çулхи авăн уйăхĕнче ирттернĕ тĕпчеве 25 эксперт хутшăннă: политологсем, политтехнологсем, медиаэкспертсем, журналистсем. "Çак регионсен пуçлăхĕсен федераци шайĕнчи (РФ Президенчĕн Администрацийĕнчи, РФ Правительствинчи, РФ Федераци Пухăвĕнчи, парти тата бизнес-элитинчи) витĕмлĕхне Эсир пĕрререн пуçласа вуннă таран виçепе палăртса мĕнлерех хакланă пулăттăр?" текен ыйтăвăн хуравне тишкернĕ. Кандидатсен витĕмлĕхне малтан кашни эксперт хак парать, кайран эксперт хаклавĕсен вăтам пĕлтерĕшне (вăтам балл) шутласа кăлараççĕ. Рейтинг пĕтĕмлетĕвĕ эксперт пĕрлешĕвĕсен лидерĕсем Раççейри мĕнпур регион пуçлăхĕн витĕмлĕхĕ тĕлĕшпе тунă пĕрлештернĕ хаклава палăртать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика