ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кахалланмасан выльăх апачĕ çителĕклĕ пулатех

05 августа 2015 г.

 Ял хуçалăх предприятийĕсенче хĕрỹ ĕç вăхăчĕ: утă хатĕрлемелле, сенаж хывмалла, çĕре сухаламалла, вырмана тухмалла. Хĕл хырăмĕ тутă пуласси палăртнине вăхăтра пурнăçланинчен нумай килет. Ĕçченсем тăрăшуллă пулни те ĕçе вăхăтра вĕçлеме парать.

Акă Григорий Анатольевич Прокопьев фермер хуçалăхĕнче те ĕç кал-кал пырать, пĕр ĕçчен те алă усса лармасть. Пĕрисем ĕне пăхаççĕ-сăваççĕ, теприсем хирте тар тăкаççĕ. Вĕсен кăçал сенаж валли 50 гектар урпа, 100 гектар люцерна тата 140 гектар нумай çул ỹсекен курăк, 115 гектар тыр-пул тирпейлесе пуçтарса кĕртмелле. Юрий Порядков, Юрий Матвеев, Станислав Ченакин, Виталий Ефремов, Александр Вишнев, Вениамин Якимов, Антон Воронов, Игорь Романов, Дмитрий Можаев, Владимир Семенов механизаторсем кашни кунах хирте тăрăшаççĕ, сенаж хываççĕ, вырмана тухма хатĕрленеççĕ. Ара, уяр кунсемпе усă курса фермăри 40 ĕнепе 30 пăру валли апат хатĕрлесе ĕлкĕрмелле-çке.

Григорий Анатольевич хресчен фермер хуçалăхне аталантарма грант çĕнсе илнĕ май 100 пуç мăйракаллă шултра выльăх валли çĕнĕ ферма хăпартать, çитес вăхăтрах ĕнесене çĕнĕ пỹлĕмсене кĕртме тата тепĕр 30 ĕне туянма ĕмĕтленет.

- Çуллахи вăхăтра выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлени хĕлĕпех лăпкă пурăнма май парать. Çакна тĕпе хурса ĕçченсем пикенсех выльăх апачĕ янтăлаççĕ. Халĕ люцерна уйĕсене куçрăмăр. Кунта та ĕç кал-кал пырать. 4 трактор çулать, ворошилка пуçтарать. Çавăн пекех 4 трактор сенаж хывать, çав вăхăтрах 3 трактор ешĕл массăна турттарса тăрать. Кашниех хăйĕн ĕçне пĕлсе тата вăхăтра пурнăçлать. Августăн 4-мĕшĕ тĕлне 380 тонна сенаж хатĕрленĕ, выльăхсене хĕл каçма вара вăтамран 600 тонна сенаж кирлĕ. Ăна кăçал çителĕклех хатĕрлесе хăварас тесе тăрăшатпăр. Лаптăк кунсерен сахалланать, техника çеç лайăх ĕçлетĕр, - паллаштарать Григорий Прокопьев фермер хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе.

Григорий Анатольевич кашни кунах уй-хирте, çитĕнекен культурăсене, сенаж хывнине çирĕп сăнаса тăрать. Ывăлĕ, 11 çулхи Виктор, ĕçе ачаранах хăнăхать, техникăпа интересленет, ашшĕ пуçарнă ĕçе малалла тăсма ĕмĕтленет.

Н.АРХИПОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика