ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтаксен паттăрла ĕçĕсем яланлăхах тĕслĕх вырăнĕнче

29 июля 2015 г.

Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чечен Республикинче пулса иртнĕ пăтăрмаха хутшăннă, вăл вăхăтра хĕсметре тăнă, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă салтаксен тăванĕсемпе çывăх çыннисене Хăюлăх орденĕсем парса чысланă. Мероприятине Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикинчи федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертỹçи Юрий Васильев тата официаллă ытти çынсем пуçтарăннă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн ĕмĕрлĕх ордена çар тивĕçне паттăрлăх кăтартса пурнăçланă Иван Быков кĕçĕн сержант (Комсомольски районĕнчи Хирти Сĕнтĕр), Алексей Владимиров аслă стрелок, Андрей Дмитриев механик-водитель тата Дмитрий Чичкуров илме тивĕçлĕ пулнă. Паттăр салтакăн Иван Быковăн орденне амăшне Мария Петровнăна тата пиччĕшне Александра панă. Вăрçăра ывăлне çухатнă хĕрарăм куççулленмесĕр чăтайман, хисеп тунăшăн тав тунă.

Михаил Игнатьев Чечен вăрçинче Чăваш Енрен 11 пин патнелле çын хутшăннине, вĕсенчен 172-шĕ ĕмĕрлĕхех пирĕнтен уйрăлса кайнине пĕлтернĕ. Вăл салтаксен ашшĕ-амăшне паттăрсене çитĕнтернĕшĕн тав тунă, вĕсен умĕнче пуç тайнă, ывăлĕсен орденĕсене панă. "Сирĕн ывăлăрсемпе Чăваш Ен мăнаçланать. Вĕсем Раççей мухтавне тивĕçнĕ. Шăпах та çакăн пек çынсем пулнăшăн пирĕн çĕршыв маттур. Салтаксен паттăрла ĕçĕсем çитĕнекен ăрушăн та, пуриншĕн те яланлăхах тĕслĕх вырăнĕнче", - тесе каланă Михаил Игнатьев.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика