ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Стадионта выляса савăнаççĕ

29 июля 2015 г.

Çуллахи каникулта ачасен канăвне усăллă ирттерес енĕпе Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Çамрăк ăрăва сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тесе ытларах спорт ăмăртăвĕсене явăçтаратпăр. Вăйăсем ачасене тĕрлĕ хусканусем тума, спорт вăййисене юратма, пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха çирĕплетме пулăшаççĕ.

Нумаях пулмасть спорта юратакансем Янкасси ялĕнчи "Патвар" стадиона пуçтарăнчĕç. 16 çултан иртмен ачасем футболла выляса тупăшрĕç. Ăмăртăва пилĕк команда хутшăнчĕ. Турнира уçнă май ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ А.Ф.Волков, "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ М.П.Кузнецов, ăмăрту пуçаруçисем Николай, Владимир, Александр Черновсем сăмах каларĕç, ырлăх-сывлăх, спорта юратма, çитĕнỹсем тума сунчĕç.

Кашни команда çĕнтерỹшĕн тупăшрĕ, футболистсем мечĕке хапхана тапса кĕртессишĕн тăрăшрĕç. Чи маттурри, вăйлăраххи вара Елчĕк районĕнчен килсе çитнĕ "Янтиково" команда пулчĕ. Янкассисем - иккĕмĕш, Хирти Сĕнтĕрсем виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Çĕнтерỹçĕсене Николай Чернов "Единая Россия" партин парнисемпе - мечĕксемпе, кубокпа, грамотăпа чысларĕ.

Футбол вăййи вĕçленсенех ачасем мечĕке тĕрлĕ майпа сиктерсе ăмăртрĕç. Пуринчен те ăстараххи Д.Чернов пулчĕ. Чи çамрăк спортсменсем Д.Кошкинпа Л.Гладков та парнене тивĕçрĕç.

Нумаях пумасть çак стадионтах 35 çултан аслăраххисем футболла вылярĕç. Ăмăрту кубокне Елчĕк районĕнчен килнĕ команда тивĕçрĕ, Янкассисемпе Хиртисĕнтĕрсем 2 тата 3-мĕш вырăнсене тухрĕç.

Мускав хулинче пурăнать пулсассăн та, Николай Чернов кашни çулах хĕллехи тата çуллахи футбол турнирĕсене йĕркелеме вăхăт тупать.

- Мĕн ачаранах çак вăййа выляса ỹснĕ, вырăнти "Гигант" командăшăн тупăшса ăçта кăна çитмен-ши? Вăл вăхăтра "Гигантра" пурте выляйман, чи матуррисене çеç суйласа илнĕ. Çак турнира кашни çулах ачасем ытларах футболла выляччăр, пĕр-пĕринпе туслашчăр тесе йĕркелетпĕр. Ялти ачасем, çамрăксем çирĕп сывлăхлă пулччăр, футбол вăййине, спорта юратчăр, - тет Николай Геннадьевич.

Ян! янрарĕ çак кунсенче Янкасси ялĕ. Пĕртăван Черновсем тăрăшнипе хута янă "Патвар" стадионта кашни кунах мечĕк тапса чупаççĕ.

М.КУЗНЕЦОВ,

Нĕркеçри культура çурчĕн заведующийĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика