ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район администрацийĕн пуçлăхĕ - Алексей Самаркин

22 июля 2015 г.

Июлĕн 20-мĕшĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйту - район администрацийĕн пуçлăхне контрактпа ĕçе илесси пирки. Çак тĕлĕшпе июнь уйăхĕнче ятарлă конкурс йĕркеленĕ конкурс комиссийĕн йышне çирĕплетнĕччĕ.

Ларура комисси председателĕ - Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов пухăннисене пĕтĕмлетỹсемпе паллаштарчĕ. Пурĕ пилĕк çын пуçлăх пулас кăмăлне палăртса документсем панă - С.В.Горбунов, А.Г.Ефремов, А.А.Самаркин, К.Н.Кокшин тата Н.А.Хайруллов. Константин Кокшин маларах хăйĕн заявленине каялла илнĕ, Нетфулла Хайруллова муниципалитет органĕсенче ĕçлеме çулĕ иртнипе тупăшăва хутшăнтарман. Конкурс вăхăтĕнче Сергей Горбунов та июлĕн 10-мĕшĕнче панă заявленине каялла илнĕ. Комисси членĕсем пурте Алексей Самаркиншăн сасăланă. Сергей Павлов ăна район администрацийĕн пуçлăхне çирĕплетме сĕнчĕ. Депутатсем çак сĕнĕве ырласа йышăнчĕç, А.А.Самаркиншăн сасăларĕç. Сити-менеджер тивĕçĕсене унăн икĕ çул пурнăçламалла пулать.

Комсомольски район пуçлăхĕпе - депутатсен Пухăвĕн председателĕпе Е.И.Карпеевпа А.А.Самаркин контракт йĕркипе район администрацийĕн пуçлăхĕ пулма ĕçе илмелли килĕ-шĕве алă пусса çирĕплетрĕç. Алексей Александрович конкурс комиссийĕн членĕсене тата депутатсене хăйне шаннăшăн тав турĕ, район аталанăвĕшĕн тỹрĕ чунпа тăрăшма шантарчĕ.

Кунта çĕнĕ пуçлăх çинчен кăштах каласа хăварсан та вырăнлă пулĕ. А.А.Самаркин пирĕншĕн ют мар, Луцки ялĕнче 1975 çулта çуралнă, 1998 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă, агроном специальноçне алла илнĕ. Ĕç стажне "Ольдеевская" агрофирмăра пуçланă. Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствинче тĕрлĕ пай начальникĕнче, "Продовольственный фонд Чувашской Республики" унитарлă предприяти директорĕнче тăрăшнă. 2014 çулхи октябрьтен ял хуçалăх министрĕн çумĕ пулнă. Хăйĕн пĕлĕвне, квалификацине вĕçĕмсĕр ỹстернĕ, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ.

Л.ШУРЯШКИНА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика