ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Твороговсем: "Хисеплесе, килĕштерсе пурăнăр"

08 июля 2015 г.

Çĕнĕ Кипеç ялĕнче пурăнакан Твороговсем - Мария Ананьевнăпа Александр Алексеевич - килĕштерсе пĕр çулпа алла-аллăн 61 çул утаççĕ. Вĕсем 1954 çулхи ноябрĕн 8-мĕшĕнче çемье çавăрнă. Маттур та пуçаруллăскерсем ывăл-хĕр çитĕнтернĕ, кирпĕч çурт лартнă, сад ỹстернĕ. Паян хисеплĕ мăшăр ăрăва тăсакансемпе - 3 хĕрĕпе, 4 ывăлĕпе, кинĕсемпе-кĕрỹшĕсемпе, 13 мăнукĕпе - савăнать. Ывăл-хĕрĕсем Шупашкарта, Патăрьел, Комсомольски районĕсенче тĕпленнĕ пулин те, тăван киле çитерекен сукмака час-часах такăрлатаççĕ, ашшĕ-амăшĕн сывлăхĕпе кăсăклансах тăраççĕ, пулăшу кирлĕ пулсассăн наччасрах çитеççĕ. Вĕсем тулли кĕрекене пуçтарăнсан ватăсем чунтан савăнаççĕ. Килен-каян хăнана та ăшшăн кĕтсе илсе ăсатаççĕ.

Твороговсен çурчĕ инçетренех курăнса ларать. Умра пĕчĕк пахча, унта вĕсем çĕр çырли çитĕнтереççĕ, ларса канма сак вырнаçтарнă. Картишĕнче пур япала та хăйĕн вырăнĕнче. Кил хуçисемпе тĕл пулса калаçсассăнах кунта йĕркене, тасалăха юратакан тирпейлĕ çынсем пурăннине ăнланатăн.

- Кĕрех, хĕрĕм, малалла ирт, - терĕ Санькка тете (ялта ăна хисеплесе çапла чĕнеççĕ). Марче аппа та хирĕç тухрĕ. Ăшшăн кĕтсе илсе сĕтел хушшине ларма сĕнчĕ.

- Çемье çавăрнăранпа 60 çул хыçа юлчĕ пулин те, пĕр-пĕрин хушшинчи юрату хĕлхемĕ сỹнмен. Шăкăл-шăкăл, килĕштерсе пурăннине мĕн çиттĕр? Аван çемьере çеç телейлĕ ачасем çитĕнеççĕ-çке. Вĕсем вара пирĕншĕн темрен те пахарах. Пурнăç çулĕпе алла-аллăн утма, савăнăçпа хуйха пĕрле пайлама суйланă мăшăра ỹпкелесе курман. Эпир пĕр-пĕриншĕн яланах тĕрев пулнă, пулатпăр та, - терĕ упăшки çине ăшшăн пăхса кинемей.

Творговсем çине пăхатăп та вĕсем чăннипех те телейлĕ, килĕшỹллĕ мăшăр пулнине туятăп. Пурăнса ирттернĕ пурнăç çулĕпе шăкăл-шăкăл калаçса паллаштараççĕ, чи савăнăçлă, асра юлнă самантсене аса илеççĕ, пурнăçа нихăçан та ỹпкелемеççĕ. -

Марче Нĕркеç ялĕнче çуралса ỹснĕ. Маттур та яштака хĕрпе хăнана кайсан паллашнă та, куçран вĕçертмен, арăм тунă. Вăл вăхăтра 5 килте туй туса, 12 килте çăнăхта юрри шăрантарса пĕрлешрĕмĕр. Йăли-йĕрки çапла пулнă, çамрăк мăшăр килрен çỹресе савăннă. Марчепе Патăрьел районĕнчи Тăрăн ял чиркĕвĕнче венчете тăнă, - калаçать Санькка тете иртнине аса илсе.

Твороговсем тĕп килте ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тĕпленнĕ, ватăсемпе 40 çул пĕрле килĕштерсе пурăннă. Вĕсем 1965 çулта кирпĕч çурт лартма вăй çитернĕ, вăрманне Кире поселокĕнчен кỹрсе килнĕ. Санькка тете таврари чи ăста платниксенчен пĕри пулнăран ĕçĕсене хăйсен вăйĕпе пурнăçланă. Кил-çуртри алăксене, сĕтел-пукана, чỹрече хашакĕсене ăсталанă, вĕсене илемлетсе эрешленĕ. Ахальтен мар "Калинино" колхозри вăл ертсе пыракан бригада таврари 6 ялти нумай çурта хăпартнă, платник ĕçĕсене пурнăçланă. 18 çул ĕçленĕ вăл бригадирта. Камсен çурчĕсене тунине Санькка тете паянхи кун та лайăх астăвать, нумайăшне ятран асăнчĕ. Вăл ăста тимĕрçсенчен пĕри те иккен. Унăн аллинче пур ĕç те вĕресе тăрать. Паянхи кун та вăл пушă лармасть, мастерскойра алăк е сĕтел-пукан ăсталама вăй çитерет. Кил-çуртри сĕтел - чи илемлисенчен пĕри, арçын унăн урисене касса эрешленĕ, çăкăр-тăвар, апат-çимĕç хума мелле пултăр тесе туртмасем тунă.

- Хамăн алă витĕр тухнă сĕтел çине пăхсан чун савăнать. Килте çеç мар, нумай çын çемйинче упранаççĕ вĕсем. Ĕмĕрĕмре30-40 сĕтел кăна тунă эпĕ, - тет Санькка тете.

8 теçеткене хыçа хăварнă пулин те, ватăсем килте ĕне усрама пăрахни те 3 çул анчах, паян сурăх-путек, чăх-чĕп тытаççĕ, улма-çырла çитĕнтереççĕ, пахчара тăрмашаççĕ.

- Пур ĕçе те калаçса, канашласа пурнăçлатпăр, яланах пулăшса пыратпăр. Пурнăçра пĕр-пĕрне хисепленинчен, килĕштерсе пурăннинчен пахи çук. Яланах асра тытăр: лайăх арăмăн - яланах лайăх упăшка. Çемьере чашăк-тирĕк шăкăртатсан та, усал сăмаха ял çине ан кăларăр, - терĕç Твороговсем сăмаха вĕçлесе.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика