ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕпе-сапаллă çанталăк хăратмĕ

20 июня 2015 г.

Ялти урамсем тикĕс те илемлĕ пулсассăн епле аван. Автомашинăпа кĕрсе тухма та, çуран çỹреме те меллĕрех. Юлашки вăхăтра ялти урамсене тирпей-илем кĕртесси вăй илсех пырать. Кунта пурте пĕрле тăрăшса ĕçлени çав тери пĕлтерĕшлĕ.

Акă, иртнĕ канмалли кунсенче Нĕркеç ялĕнчи Этмен касра плотина урлă каçакан çул çине бетон плитасем хучĕç. Ĕçе пуçарса яраканĕсем тата пулăшу параканĕсем - Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов тата Вячеслав Ефремов депутат. Александр Максимовпа ял старости Валерий Кириллов ĕçе йĕркелесе пычĕç. Пурте пĕрле плитасене кỹрсе килчĕç, вырнаçтарчĕç. Этменкасра пурăнакансем те çул-йĕр ĕçне хастар хутшăнчĕç. Никам та айккинче пăхса тăмарĕ. Халĕ кунта пурăнакансем йĕпе-сапаллă çанталăкран хăрамаççĕ ĕнтĕ. Урамра пурăнакансем çул туса панăшăн вырăнти пуçлăхсене, пуçаруллă çынсене чунтан тав тăваççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика