08 мая 2015 г.
Хирти Сĕнтĕр ялĕнчен Аслă вăрçă хирне 240 çын тухса кайнă. Каялла вара 81-ĕн кăна таврăннă. Паянхи куна вăрçă ветеранĕсенчен икĕ паттăр салтак çеç пурăнать.
Çак хăрушă вăрçа кайма Иван Федорович Светловăн та ят тухнă. Ăна 1941 çулхи августăн 8-мĕшĕнче юнлă вăрçă хирне ăсатнă.
Алла повестка илсенех Иван Федорович хăйĕн лашипе мăшăрне илме хире васкать. Плаки аппа килне çитсенех хуран ай чĕртсе пăтă пĕçерме çакса ярать. Пиçнĕ-пиçмен пăтта çиме сĕтел хушшине лараççĕ. Мăнтарăн тăватă хĕрĕ йĕре-йĕре сĕтел урлă пăхать. Ашшĕ вара, пăттине çимесĕрех, сĕтел урли çине тăрса пăхакан кĕçĕн хĕрачине, Зойăна çĕклесе илет те чĕрçи çине лартса ытамлать. Каймалли вăхăт та çитет. Иван Федорович хапхаран тухса кайсан мăшăрĕ, Плаки аппа, питĕ хуйхăрнипе тăнне çухатса йăванса каять. Мĕнле пурăнмалла-ха унăн малашне, ачисене епле пăхса ỹстермелле? Часах пиллĕкмĕш ачи те кун çути курмалла. Килте, юрать-ха, хуняшшĕ пур. Унпа канашласа чунне пусарать вăтăрти хĕрарăм.
Уйăх çурăран Светловсен килĕнче ывăл ача çуралать. Мĕн тери савăннă пулĕччĕ ашшĕ арçын ача çут тĕнчене килнишĕн! Çук çав, кураймарĕ вăл хăйĕн тĕпренчĕкне. Ун чухне ялта хăрушă хĕрлĕ шатра чирĕ çỹренĕ. Ăна пула тин çуралнă пепкипе пĕр хĕрачи ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупаççĕ. Мĕнле чăтнă-ши амăшĕн чĕри? Йывăр хуйха пула чирлĕ хуняшшĕ те нумай пурăнайман, çĕре кĕнĕ. Çапла Пелагея виçĕ ачипе тăлăха тăрса юлнă. Çимелли те, тăхăнмалли те, вут хутмалли те çук. Ачисем хырăм выççине ирттерес тесе хире крахмал (çĕрĕк çĕр улми) пуçтарма çỹреççĕ. Çăпата таканĕсем пылчăк ăшне ларса юлнине те пăхса тăман вĕсем. Чăлха вĕççĕн е çара уран киле таврăннă вăхăтсем те пулнă. Таса çăкăр çисе курасса сунман та мĕскĕн ачасем. Яшка çăратма тĕрлĕ курăк вăрри, мăян, вĕлтĕрен, хĕрлĕ хăва шыранă.
Ял çынни çăва тухсан кунĕн-çĕрĕн ĕçре пиçĕхнĕ. Иртен пуçласа каçчен çурлапа тырă вырнă, каçхине йĕтем çинче куслапа тырă çапмалла пулнă. Эх, вăрçă нуши! Мĕн чухлĕ куççуль тăкман-ши мăнтарăн тăлăх ачасемпе арăмсем! Çапах та чăтнă, тỹснĕ вĕсем. Пурăнас тесе малалла талпăннă. Çити-çитми пурнăç пулсан та пĕр-пĕрне пулăшма, ăнланма тăрăшнă.
Светлов Иван Федорович пĕр эрнерен хăй Горький хулине çитнине пĕлтерсе çыру ярать. Ку унăн пĕртен-пĕр çырăвĕ пулнă. Çырура вăл мăшăрне ачисене тĕрĕс-тĕкел пăхса ỹстерме хушать. Аслă хĕрне, Маньăна, пушмак илсе памалли çинчен те аса илтерет. Хăйсен ялĕнчи колхоз лашине курнине те пĕлтерет.
Çав çулхинех Светловсен килне Иван Федорович хыпарсăр çухални çинчен хут килет. Ку хута ĕненмеççĕ вĕсем. Кашни кунах ачисем ашшĕне, мăшăрĕ упăшкине кĕтет…
Пелагея Петровна 88 çула çитиччен пурăннă, çав кунчченех упăшкине кĕтме пăрахман вăл. Ачисене сывă ỹстерес тесе ырми-канми ĕçленĕ. Яланах тỹрĕ кăмăлпа пурăннă, çынсемпе шăкăл-шăкăл калаçнă. Ăна сасă хăпартса калаçнине те астумаççĕ ял çыннисем.
Хĕрĕсем те - ялти хисеплĕ çынсем. Мария Ивановна Светлова мĕн амăшĕ виличченех унпа юнашар пулнă, хуйха-суйха пĕрле пайланă, пур арçын ĕçне те иккĕшĕ пĕрле тунă. Йăмăкĕсене ура çине тăратас, вĕрентсе кăларас тесе качча тухма та килĕшмен. Вăрçă тата тыл ветеранĕ паянхи кунчченех пĕччен пурăнать, кил-çуртне таса та тирпейлĕ тытать, йăмăкĕн ачисене те май килнĕ таран пулăшма тăрăшать. Мария Ивановнăн - кăкăр тулли медаль. Кăçал та вăл Аслă Çĕнтерỹ медальне илме тивĕçлĕ пулнă. Ун пек çын таврара та сахал пуль. Мухтав Маня аппана, çĕре çити пуç таятпăр!
Иккĕмĕш хĕрĕ, Лидия Ивановна Гладкова, кỹршĕ яла качча тухса вăтăр сакăр çул шкулта ачасене тарăн пĕлỹ парассишĕн тăрăшнă. Ашшĕн çулĕпе кайнăскер (Светлов Иван Федорович ялти вулав çуртĕнче тата Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ялĕнче хутла вĕрентнĕ), учитель династине малалла тăсать. Халĕ килĕнче пĕччен пурăнать пулин те, ачисен тата мăнукĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнать, мăн мăнукĕсене юратать.
Кĕçĕн хĕрĕ, Зоя Ивановна Прокопьева, тăван ялах качча тухса мăшăрĕпе пилĕк ача пăхса ỹстернĕ. Вăл та - ялти хисеплĕ çынсенчен пĕри. Зоя Ивановна та ачисемпе, мăнукĕсемпе тата мăн мăнукĕсемпе савăнать.
Виçĕ хĕр - виçĕ шăпа. Вĕсем яланах ĕçченлĕхĕпе, вăр-вар та вашават пулнипе палăрса тăнă. Нимĕнле йывăрлăхра та пуç усман пĕр тăвансем. Кашни ĕçe пĕр-пĕринпе канашласа, пĕр-пĕрне ырă сĕнỹсемпе пулăшса ỹснĕ вĕсем. Халĕ те - яланах пĕрле. Час-часах тĕл пулса иртнине аса илсе хурланаççĕ, темле йывăр самантсене те чăтса ирттерме пултарнăшăн хĕпĕртеççĕ, хăйсем сакăр вунă çула çитиччен пурăннăшăн Турра тав тăваççĕ. Ашшĕсĕр ỹссе çитĕннисене патшалăх малашне мĕнле те пулин аса илессе ĕмĕтленеççĕ.
С.ИНДЮКОВА
Источник: "Каçал Ен"