30 апреля 2015 г.
"Чувашия" ПТРК, Наци телерадиокомпанийĕ тата "Советская Чувашия" хаçат пĕрле "Пирĕн республика. Тĕп тема" пĕрлехи проект пуçарса яни çинчен эпир çырнăччĕ ĕнтĕ. Апрелĕн 21-мĕшĕнче эфира тухнă пĕрремĕш фильма спорта халалланăччĕ. Тĕрлĕ сферăн ĕç-хĕлне хаклама тĕп эксперт вырăнĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнать. Хальхинче вара регион ертỹçи ял хуçалăх ĕçне хаклать. Çав тĕллевпе М.В.Игнатьев апрелĕн 28-мĕшĕнче Комсомольски районĕнче ĕçлĕ çулçỹревпе пулчĕ. Вăл "Изамбаевский" сĕт заводне çитсе унăн ĕç-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕ.
Асăннă предприяти 1999 çулта йĕркеленсе кайнă. Унтанпа вăл хăй хăватне, продукци ассортиментне, лаптăкне вĕçĕмсĕр ỹстерсе пырать. Кунта 17 тĕрлĕ сыр тата услам çу кăлараççĕ, вĕсене консервантсем, стабилизаторсем, ỹсен-тăран çăвĕ хушманран халăх та юратса çиет, хапăлласах туянать. Сĕт завочĕн продукцине кăмăллакансем хамăр республикăра çеç мар, Мускав, Чулхула, Самара, Ульяновск, Пермь, Хусан, Анат Чаллă хулисенче те пайтах. Ахальтен мар ĕнтĕ Çĕнĕ Кипеçсем тĕрлĕ конкурссенчен наградăсемсĕр нихăçан та таврăнмаççĕ. 2014 çулта "Изамбаевский" ятлă сыр "Чăваш биопродукчĕ" сертификата тивĕçнĕ.
Сырпа çу тумалли чĕртавара вара вырăнтах туянаççĕ. Завод ертỹçи Вадим Агамирян каланă тăрăх, сĕте тĕпрен илсен Комсомольски, Канаш, Елчĕк районĕсенчен илсе килеççĕ. Хальхи вăхăтра талăкра 40-45 тонна сĕт пуçтараççĕ, тирпейлеççĕ. Заводра 79 çын тăрăшать.
Сĕт завочĕн коллективĕпе калаçнă, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă май Михаил Игнатьев паян тĕнче рынокĕнчи лару-тăрупа туллин усă курмаллине палăртрĕ. Тĕрлĕ санкцисене пула Раççей магазинĕсем ют çĕршывсене мар, хамăр тăрăхри производительсем патне çул хывма, вĕсен продукцине туянма пуçларĕç-çке.
- Чăннипех те çапла, пирĕншĕн те пысăк хуласене çул уçăлчĕ. Акă, кăçалтан Санкт-Петербургри кафе-пиццерисем пирĕн "Моцарелла" сыра хапăлласах илеççĕ. Ытларах продукци кăларас тесен производство лаптăкĕсене сарма тивет, ку пирĕн малашлăх планра пур, - терĕ Вадим Агамирян директор.
Нĕркеç вăтам шкулĕн вĕренекенĕсемпе те калаçма вăхăт тупрĕ Михаил Васильевич. Вăтам пĕлỹ илнĕ хыççăн ачасенчен ытларахăшĕ тăван тăрăха таврăнма, кунта ĕçлеме, çуралнă ен аталанăвне хăйĕн тỹпине хывма палăртать иккен.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"