ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Театрта пултăмăр

25 апреля 2015 г.

Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе республикăра, районта сахал мар мероприяти иртет. Сăмахран, Нĕркеç вăтам шкулĕнче ака уйăхĕн 20-25-мĕшĕсенче чăваш чĕлхипе литература тата тăван ен культурин эрнелĕхĕ пулчĕ. Эрнелĕхĕн пĕрремĕш кунĕнче 5-мĕш класра "Чăваш Ен - тăван ен" вăйă-урок иртрĕ. Вĕренекенсем икĕ ушкăна пайланса вылярĕç, тăван ен культурине лайăх пĕлнине çирĕплетрĕç. 6-мĕш класра вĕренекенсем И.Я.Яковлев пурнăçĕпе пултарулăхне мĕнле пĕлнине кăтартса пачĕç. Хĕрỹ тупăшура "Шăпчăк" ушкăн çĕнтерчĕ.

Апрелĕн 21-мĕшĕнче эпир, 7-11-мĕш классенче пĕлỹ пухакансемпе педагогсем, Шупашкар хулине экскурсие кайнă май, Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пултăмăр. И.С.Максимов-Кошкинский çырнă "Вĕри юнлă çемçе чун" пьеса тăрăх лартнă спектакле курса килентĕмĕр. Тĕп роле, Кĕçтенттине, Нĕркеç вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă Валерий Карпов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, вылярĕ. Унăн пултарулăхĕпе, сцена çинчи ăсталăхĕпе паллашма çав тери кăсăклă пулчĕ. Шанса панă роле вăл туллин те тĕлĕнмелле аван сăнарларĕ. Спектакль хыççăн артистсемпе курса калаçрăмăр. Çак самант ачасен асĕнче ĕмĕрех упранĕ, пĕрле сăн ỹкерттерни те историе çырăнса юлĕ.

К.Иванов пултарулăхĕпе паллашнă май "Вĕри юнлă çемçе чун" пьесăна чăваш литература урокĕнче сỹтсе яврăмăр.

- Темĕнле йывăр саманара та пуçаруллă çынсем тăрăшнипе чăваш ялĕсенче шкулсем уçăлнă, ачасене атте-анне чĕлхине юратма, хисеплеме вĕрентнĕ. Паян вара чылайăшĕ тăван чĕлхерен вăтанать, вырăсла калаçать. Спектакль чăннипех те чуна пуянлатать, тăван чĕлхене хаклама вĕрентет. Атте-анне чĕлхине юратар. Ахальтен мар вăл çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин сăмах çĕршывĕ,- пĕтĕмлетрĕç ачасем.

В.ПЕТРОВА,

Н.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика