18 апреля 2015 г.
Кăçал чăваш литературин классикĕ Константин Иванов çуралнăранпа - 125 çул, вилнĕренпе 100 çул çитрĕ. Çавна май Чăваш патшалăх академи театрĕ çĕнĕ спектакль хатĕрлесе сцена çине кăларнă. И.С.Максимов-Кошкинскин иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче çырнă пьеси тăрăх "Вĕри юнлă çемçе чун" драмăпа куракансем пуçласа мартăн 25-мĕшĕнче паллашнă. Спектакль режиссерĕ - театрăн илемлĕх ертỹçи Валерий Яковлев. Тĕп роле, Константин Иванова, пирĕн ентеш, Нĕркеç ялĕнче çуралса ỹснĕ Валерий Карпов вылять. Спектакле чи малтанах ашшĕпе амăшĕ Надеждăпа Владимир Карповсем çитсе курнă, хак панă.
- Валера вылякан спектакльсене нихăçан та сиктермен, яланах вăхăт тупса театра çитме тăрăшатпăр. Паянхи кунччен вун-вун роль калăпланă вăл, кашниех хăйне евĕрлĕ. "Вĕри юнлă çемçе чун" драмăра тĕп роле чăн пурнăçри пек уçса пачĕ тесе калас килет. Драма Константин Иванов пурнăçĕпе пултарулăхĕ, "Нарспи" епле çурални çинчен. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн директорĕ Иван Яковлев ăна нумай пулăшнине те сăнлать. Спектакльте паллă çынсен сăнарĕсем - чăваш театрне пуçарса яраканĕ Иоаким Максимов-Кошкинский, паллă композитор Федор Павлов пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Кĕçтенттинĕн юратнă хĕрне - Праскине - хăйĕнчен чылай çул аслă пуяна качча параççĕ. Упăшки Праские пĕр вĕçĕмсĕр хĕнет. Усал тĕнче унăн тата савнийĕн шăписене хуçса хурать. Пăхса ларнă май куççульленмесĕр те чăтаймарăм. Спектакль юрă-ташăпа, йăлана сăнланипе пуян, артистсен чĕрĕ вылявĕ чуна тыткăнлать, - терĕ Надежда Демьяновна спектакльпе паллашнă хыççăн.
Нĕркеç хĕрĕ Мария Максимова та ентеш вылякан театра çитсе курнă. Акă, мĕн пĕлтерчĕ вăл мана: "Драмăра Кĕçтенттин характерне аван уçса панă. Вăл тĕрĕсмарлăха тỹсеймест. Патша саманипе, пуян ашшĕ чухăнсене шар кăтартнипе çырлахмасть, çутта кăлараканăмăр мĕнле майпа дворяна çаврăнни те унăн чунĕнче çил-тăвăл çуратать. Пьеса питĕ килĕшрĕ, çакна куракансем тăвăллăн алă çупса тав туни те çирĕплетет".
Спектакле çитсе курнисем Валера роле пĕтĕм чун-чĕререн калăпланине çирĕплетрĕç. К.Иванов çулталăкĕнче В.Карпова тĕп роль шанса панăшăн, паллах, ашшĕ-амăшĕ çеç мар, ентешĕсем те мăнаçланатпăр. Апла пулсассăн ыттисен те унта çитсе курасчĕ. Вăл шкул ачисемшĕн те, аслисемшĕн те питĕ вырăнлă пулĕ. "Вĕри юнлă çемçе чун" драма чуна пуянлатать, çавăн пекех тăван чĕлхене хаклама та вĕрентет.
Валерий КАРПОВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ: "К.Иванов çулталăкне халалласа кăçал республикăра чылай мероприяти иртет. Чăваш патшалăх академи драма театрĕ хăйĕн кураканне парне турĕ - "Вĕри юнлă çемçе чун" спектакль лартрĕ. Ăна куракансем пысăк хак парасса шанас килет. Паянхи куна сцена çине драмăна виçĕ хутчен кăлартăмăр, залра пушă вырăн çук. Чăн-чăн аншлаг. Çакă пире чăннипех савăнтарать. Вĕсен хушшинче ентешсене те курас килет. Драмăна апрель уйăхĕн 21-мĕшĕнче, майăн 5, 22-мĕшĕсенче курма май пур".
Источник: "Каçал Ен"