11 апреля 2015 г.
Умра "Хыпар" хаçатăн 2010 çулхи çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнчи номерĕ. "Курск пĕккинчен Кенигсберга çитнĕ" статьяри сăнỹкерчĕке тинкерсе сăнатăп. Вăрçă вăхăтĕнче ỹкерттернĕ фото çинче - икĕ хĕр-салтак. Вĕсенчен пĕри (сылтăмри) аннепе пĕртăван аппа - Калиса Петровна Грачева.
Калиса аппа Нĕркеçре 1921 çулта çуралнă. Ялти шкулта 4 класс пĕтернĕ хыççăн ашшĕсĕр юлнă хĕрачан малалла вĕренме май килмен. Пĕчĕкренпех колхозра уй-хир бригадинче ĕçленĕ. Вăрçă пуçлансан вăйпитти арçынсем пĕрин хыççăн тепри фронта кайнă. Калисан икĕ тетĕшĕ те Тăван çĕршыва тăшмансенчен хỹтĕленĕ. Вăрçа пулах ĕçре вăр-вар та харсăр хĕрачана арçын ĕçне - конюх тивĕçне - шанса параççĕ. 20 çулхи хĕр вунă лашапа тăватă вăкăр пăхма тытăнать. Калиса вĕсене юратса пăхнă. Уйрăмах вăрçа каякан лашасене шеллесе уйрăммăн çитернĕ. Вĕсене çĕрле выртмана илсе çỹренĕ, кăнтăрла сĕтеклĕ курăк çулса панă. Вăрçă йывăрлăхĕсене тỹсме вăй-хăват пухчăр тесе тăрăшнă. Кашни лашинех çапăçу хирне, тăванне ăсатнă пек, йĕре-йĕре ăсатнă...
1942 çулхи октябрь уйăхĕнче Калисан та вăрçа кайма ят тухать. Вăл Нĕркеç ялĕнчен вăрçă хирне тухса каякан пĕртен-пĕр хĕр пулнă. Ял халăхĕ пултаруллă та сăпайлă Калисана пехиллесе ăсатса ярать. Вăтам пỹллĕ çинçешке хĕр çине пурте шеллесе пăхнă, каялла сывă таврăнма ырă суннă.
Фронта каякан хĕрсен ушкăнĕ малтан Канашра пуху пунктĕнче тăнă. Тỹрех вăрçă хирне илсе каймаççĕ. Вĕсене ятарлă вĕрентỹ тата тĕрĕслев витĕр кăлараççĕ. Унпа пĕрле вăрçа каякан хĕрсем пурте вăтам шкул е училище пĕтернĕ-скерсем иккен, пуçламăш çар пĕлĕвне илнĕскерсем. Пĕр Калиса анчах стройпа çỹреме те хăнăхман, алла пăшал та тытса курман. Малтанхи кунсенче вырăсла пĕлменни те питĕ кансĕрленĕ. Калисан биографине тĕпчесе пĕлнĕ хыççăн, командовани ăна каялла киле кайма хушнă, ял Совечĕ тивĕçлĕ кандидатура тупса паманнишĕн кăмăлсăр пулнă. Кунта çар çыннисене тĕлĕнтермелли тепĕр самант сиксе тухнă.
- Киле каймастăп, - çирĕппĕн пĕлтернĕ çамрăк хĕр. - Ял-йыш мана çĕнтерỹпе таврăнма пилленĕ. Вăрçăра эпĕ те усă кỹрĕп-ха, вĕрентĕр эппин мана мĕн кирлине!
Çапла Калиса Грачева, телейлĕ шăпине шанса, хальхинче хăй ирĕкĕпе, фронта кайма килĕшнĕ. Вĕренмелли, чăннипех те, питĕ нумай пулнă. Çапах та вăл, тавçăруллăскер, кĕске хушăрах çар пĕлĕвĕсене ăнкарса çитнĕ. Тĕл перессипе ушкăнра "чăн лайăх стрелок" ята та тивĕçнĕ. Юланутпа çỹреме пĕлекен вара унсăр пуçне хĕрсен хушшинче никам та пулман. Темле хаяр лашапа та пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ, ут чупнă вăхăтрах йĕнер çине сиксе ларма та, йĕвенсĕрех лаша çилхинчен тытăнса пыма та пултарнă. Çавăнпах ăна валли те питĕ кирлĕ тивĕç тупăннă: командирсен секретлă пакечĕсене хушнă вырăна вăхăтра çитересси. Ăна çак ĕçе пурнăçлама икĕ лаша уйăрса панă. Çапăçу вăхăтĕнче кунĕн-çĕрĕн те çỹреме тивнĕ. Пĕр лаши ывăнсан теприне кỹлнĕ. Паллах, хăрушлăхĕ те пайтах пулнă. Бомба кĕрĕслетсе çурăлнине те, пулемет шатăртатнине те пăхса тăман - лашана мăйĕнчен хытăрах çупăрласа пакетсемпе малалла вĕçтернĕ. Пĕррехинче, заданире чухне, вăл чутах çут тĕнчепе сывпуллашман. Çывăхра снаряд çурăлнипе взрыв хумĕ связнойпа лашине çĕрпе хупласа хунă. Лаши çавăнтах вилнĕ, Калисана çĕр айĕнчен салтаксем чавса кăларнă. Тăнсăр выртакан юлан-утçăна вилнĕ тесех шутланă. Ăна вăхăтра госпитале леçсе пулăшу пани кăна вилĕмрен çăлса хăварнă. Унта ултă уйăх выртма тивнĕ. Сылтăм хулĕпе лапатка шăммине аран тепĕр хут хускатма пуçланă. Çурăмĕ çинчи хĕрлĕ-хăмăр лаптăксем - суран паллисем - çак инкеке кайран та аса илтерсе тăнă.
Сывалса тухнă хыççăн врачсем текех юланутпа çỹреме хушман. Кун хыççăн Калисана фронт тăрăх куçса çỹрекен 155-мĕш çăкăр заводне (ПАХ) пекарь должноçне куçараççĕ. Асар-писер çапăçусенчи пин-пин салтака çăкăр çитерме тỹр килнĕшĕн питĕ кăмăллăччĕ вăл. Унтах Нĕркеç хĕрĕ Элĕк салинчи Елена Степановапа туслашать. "Хыпар" хаçатра шăпах Елена Степановнăпа ỹкерттернĕ сăнỹкерчĕк тата тантăшĕн аса илĕвĕсем. Хĕр-юлташĕ Аслă Çĕнтерĕве Кенигсберг хулинче кĕтсе илет. Калиса вара тăшмана йĕрлесе 2-мĕш Белорусси фрончĕпе Берлинах çитет. Могилевпа Минска ирĕке кăларнă хыççăн Польша тата Хĕвелтухăç Прусси витĕр çапăçусене хутшăнса 1945 çулхи апрель уйăхĕнче Германие пырса çитет. Берлинта вăл вăрçă чарăнсан та август уйăхĕчченех тăрать - салтаксене апат çитермелле-çке-ха! Шăпи, чăн та, телейлех пулнă ĕнтĕ. "Эпĕ вут-çулăм айĕнче çỹресе те хăрамастăмччĕ, хама шăпа хỹтĕлессе шанаттăмччĕ", - çапла аса илетчĕ Калиса аппа вăрçă çулĕсене.
Нĕркеçре, тăван ялĕнче, çĕнтерỹçĕ-салтака епле пысăк савăнăçпа кĕтсе илни çинчен çырма та кирлĕ мар пулĕ. Гимнастерка тăхăннă тăпăлкка кĕлеткеллĕ, кăкăрĕ çине "Хăюлăхшăн", "Берлина илнĕшĕн" медальсем çакнă çутă сăнлă илемлĕ хĕр тăрантас çинчен çăмăллăн сиксе аннине курсан, ял халăхĕ ăна хирĕç чупса пынă, алă çине çĕклесе çỹлелле ывăтнă. Хĕре çĕнтерỹпе тата ăнăçлă таврăннă ятпа саламламан çын ялта юлман та пуль. Кĕтнĕ çак саманта манăн анне - Феврония Петровна - паян кун та лайăх ас тăвать. Сăмах май, вăл Калиса аппăшĕ вăрçа тухса кайнă хыççăн колхоз лашисене 4 çул пăхса пурăннă. Ĕçри тивĕçĕсене пысăк яваплăхпа, тăрăшса пурнăçласа пынăшăн ăна "Тăван çĕршывăн 1941-1945 ç.ç. Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медальпе наградăланă. Ывăнма пĕлмесĕр, çĕрĕн-кунĕн тăрăшуллă ĕçлекен маттур хĕре колхоз правленийĕ пĕрре çеç мар преми парса хавхалантарнă.
...Аслă тетĕшĕ Юман - Николай Петрович Грачев - ĕмĕрлĕхех вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Петя тетĕшĕ - Петр Петрович Грачев, разведчиксен отделенийĕн командирĕ - киле аманса таврăннă. Ыратакан ури çине пусаймасăр чылай вăхăт патак çине тайăнса çỹренĕ. Çапах та пĕр кун сиктермесĕр колхоз ĕçне хутшăннă, пултарнă ĕçсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Каярахпа, ури самайланса пынă май, пенсине кайичченех колхозра платниксен бригадине ертсе пынă. Унăн ырă ĕçĕсем çинчен 1988 çулта "Коммунизм ялавĕ" хаçат "Стахановец" статьяра çырса пĕлтернĕччĕ.
Калиса Петровна та ĕмĕрне колхозра чунтан тăрăшса ĕçлесех ирттернĕ. Вăрçăри суранĕсене пăхмасăр, йывăр ĕçре хăйне шеллемесĕр вăй хунă. Калиса аппа тулли михĕсене, сылтăм хулĕ айăпланнăран, сулахай хулĕ çине хурса çĕкленĕ е хул хушшине хĕстерсе йăтнă. Вăхăт-вăхăт çурăмĕпе хулĕ ыратни çинчен вăл çынсене каласа тăман. Ял халăхĕ умĕнче яланах пысăк хисепре пулнă. Пухусенче ăна пĕрмаях президиума, чи сумлă вырăна лартнă. Çак хисепе чăннипех те тивĕçлĕ пулнă вăрçă ветеранĕ - хăйĕн ĕçченлĕхĕпе те, ырă кăмăлĕпе, сăпайлăхĕпе те. Унăн çутă сăнарĕ пирĕн асра пулĕ. Эпир çитĕнсе çемьеллĕ пулсан та яланах ун патне васкаттăмăр. Унăн ăслă куçĕсем, ăшă кăмăллă сăн-пичĕ пурне те хăй патне илĕртетчĕ. Çитмĕл çичĕ çулччен пурăнчĕ Калиса аппа. Унран пурнăçа ỹпкеленине нихăçан та илтмен. Ыррине шанса, ыттисене йывăрлăхра шанчăк парса тăратчĕ. Юлашки çулсенче ывăлĕн çемйипе Кỹкеçре пурăнчĕ, унти масар çинчех канлĕх тупрĕ... Виçĕ мăнукĕпе çывăх тăванĕсемшĕн ĕмĕрлĕх чăн-чăн тĕслĕх пулса юлчĕ пирĕн юратнă Калиса аппа, паттăр çĕнтерỹçĕ-салтак...
Г.ИВАНОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Шăмăршă ялĕ
Источник: "Каçал Ен"