ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Михаил Игнатьев пресс-конференци ирттерчĕ

21 марта 2015 г.

Республикăри тата районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе тĕл пулсах тăраççĕ. Мартăн 18-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ỹнер музейĕнче Михаил Игнатьевпа иртнĕ пресс-конференци валли те журналистсен калаçмалли чылай пухăннă. Икĕ сехете пынă тĕлпулура Михаил Васильевич 22 ыйту çине хурав пачĕ. Ыйтăвĕсем социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕпе, кризиса хирĕç кĕрешессипе, ял хуçалăх тытăмĕпе, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхпа, политикăпа тата ыттипе те çыхăннă. Çавăн пекех чăваш наци культурипе чĕлхине упраса хăварасси, тĕрлĕ регионсемпе ют çĕршывсенчи чăваш диаспорисем хушшинчи çыхăнăва анлăлатасси, Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине уявласси, палăксене, обелисксене, асăну хăмисене тирпей-илем кỹресси пирки те калаçу пычĕ.

Литература çулталăкне тата Константин Васильевич Ивановăн çулталăкне паллă тăвас енĕпе республикăра ĕç-пуç епле пынипе те кăсăкланчĕç ĕçтешсем. "Çĕршыв экономика енчен йывăр лару-тăрăва лекнипе социаллă программăсене пурнăçлассинчен пăрăнмĕç-и?" - ыйтрĕç журналистсем. Чăваш Ен Пуçлăхĕ нумай ачаллă çемьесене, тăлăх ачасене, вăрçă ветеранĕсене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтересси малалла та халичченхи йĕркепех пулса пырасса, ытти çăмăллăхсем те сыхланса юласса шантарчĕ.

Кăçал сентябрĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхне суйлăпăр. Чылайăшне пĕр ыйту канăçсăрлантарчĕ: Михаил Игнатьев унта хутшăнĕ-и е çук?

"Суйлавра хамăн кандидатурăна тăратма хатĕрленетĕп. Уйрăм муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче активпа тĕл пулнă вăхăтра халăх çак ыйтăвах парать. Эсир манран халăх шаннине туятăр-и тесе ыйтатăр. Эпĕ общественноçпа час-часах тĕл пулатăп. Вĕсем манран Чăваш Ен Пуçлăхĕ пулма суйлавра хама кандидата тăратма ыйтаççĕ. Республикăра суйлав ирттермелли йĕркесене федераци тата республика саккунĕсем палăртаççĕ. Эпĕ "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти членĕ. Парти йышĕнче тăракан юлташсем хăйсен шухăшне калаччăр тесе эпĕ праймериза хутшăнăп", - терĕ республика Пуçлăхĕ. Вăл çавăн пекех Чăваш Республикин территорийĕнче регистраци иртнĕ партисен суйлавра хăйсен кандидачĕсене республика Пуçлăхĕ пулма тăратма ирĕк пуррине асăнчĕ. Регион ертỹçин тĕллевĕ - суйлава уççăн тата таса ирттерме майсем йĕркелесси.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика