31 января 2015 г.
"Сăпайлă, кăмăллă, ăшă чун-чĕреллĕ. Ватăпа ватă пек калаçать, çамрăкпа çамрăк пек", - теççĕ ун пирки. Ăçтан-ши вăл? Хăш ялтан? Çĕнĕ Кипеç ялĕнче ăна ытларахăшĕ Санькка аппа теме хăнăхнă. Хут çинче Александра Андреевна Фадеева çырăнать. Паянхи куна вăл 84-мĕш çула такăрлать. Çемьере чи асли пулнă май, ашшĕ вăрçа тухса кайсан пĕтĕм йывăр ĕç ытларах Санькка çине тиеннĕ. Çамрăклах колхоз правленийĕнче тирпейлĕçỹре вăй хурать, ял клубĕнче те пĕр ỹркенмесĕрех тасатса тирпейлесе тăрать. Вăл вăхăтра колхоз мĕнле ĕç тума хушнă, пурне те вăхăтра пурнăçлама тăрăшнă. Александра Андреевна 1965 çултанпа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех "Гигант" колхозри столовăйĕнче ĕçленĕ, ун хыççăн тата 3 çул пĕр ỹркенмесĕр тăрăшнă унта вăл. Пурнăç мĕнле йывăр килнĕ пулсан та чăтнă хĕрарăм, шăллĕсемпе йăмăкне, амăшне пулăшса пынă.
Санькка ĕçре çеç мар, юрă-ташăра та ăста пулнă. Вăйăсенче-и е клубра концерт лартмалла-и - турткаланса тăман, пур çĕрте те пултарнă. Вăл хăйĕн илемлĕ сассипе Питрав вăййине тухсан вăйă пуçланă, улах ларнă вăхăтра та унăн илемлĕ сасси янраса тăнă. Тăванĕсен е хĕрĕ качча каять, е ывăлĕ авланать, туй, çăнăхта юррисене юрласа илем кỹнĕ хĕрарăм. Ташша тухсан та унăн кăкăрĕ çинчи шỹлкеме çемĕ майĕн чăнкăртатса сасă кăларнă. Санькка аппа яланах хăйне савăнăçлă тытма тăрăшать. Эпĕ хам та Санькка аппаран ĕлĕкхи юрăсене нумай çырса илнĕ, юрласа парсах çыртаратчĕ вăл мана. Уçă кăмăллă кинемее ял-йыш та кăмăллать. Санькка аппа, яланах сывлăхлă пул, нумай пурăн.
Источник: "Каçал Ен"