ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни çула çĕнĕ тĕллевпе кĕретпĕр

28 января 2015 г.

2015 çул пуçланчĕ, иртнĕ çула пĕтĕмлетме вăхăт. Иртнĕ эрнере район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев пресс-конференцире 2014 çула пĕтĕмлетрĕ, кăçал пурнăçламалли ĕçсене палăртрĕ. Унта республикăри тата районти МИХ-сен представителĕсем хутшăнчĕç, районти лару-тăрупа кăсăкланчĕç.

- Михаил Романович, 2014 çул хыçа юлчĕ. Пĕлтĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пурнăçлама май килчĕ-и? Мĕнпе мăнаçланма пултаратăр?

- Иртнĕ çул çеç мар, кашни çулах тăрăшса ĕçлетпĕр, çитĕнỹсем патне ăнтăлатпăр. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, районăн социаллă тата экономика аталанăвĕнче çитĕнỹ сахал мар. Сăмахран, пĕлтĕр Республика кунне çỹллĕ шайра йĕркелесе ирттерниех пысăк çитĕнỹсенчен пĕри. Уява тĕрлĕ халăх çынни, сумлă хăнасем пухăнчĕç, вун-вун мероприяти, тĕрлĕ ăмăртусем, концертсем иртрĕç, "Уй кунне" çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен ял хуçалăх техники кăларакан предприятисен представителĕсем килсе çитрĕç. Вĕсем ял хуçалăх техникипе туллин паллаштарчĕç, туянакансем те пулчĕç.

Çĕр ĕçченĕсем ĕçре яланах тăрăшулăхпа палăрнă. Иртнĕ çул, çанталăк условийĕсене пăхмасăрах, уй-хиртен тухăçлă тыр-пул - 32946 тонна - пухса кĕртрĕç. Çакă 2013 çулхинчен 10101 тонна ытларах. Вăтамран кашни гектартан 20,9 центнер. Хăш-пĕр хуçалăхсенче вăтам тухăç 28,1-31,5 центнер пулнă.

Çĕр улми те аван тухăçпа савăнтарчĕ. Пĕлтĕр ăна 1112 гектар çинче çитĕнтернĕ, вăтам тухăç кашни гектартан 197 центнер. Çĕр улминчен пысăк тупăш илес тесессĕн, ăна уй-хиртен тỹрех сутмалла мар, хĕл каçарсан аван. Нумай хуçалăх çапла тăвать те. Çĕр улмие путвалсенче упраççĕ. 2014 çулта вара çĕр улмипе чылай çул ăнăçлă ĕçлекен "Рассвет" ЯХПК 2000 тонна çĕр улми хĕл каçарма май паракан хранилище тума вăй çитерчĕ. Строительствăна сентябрь уйăхĕнче пуçланă, паянхи куна ĕçсене вĕçленĕ. Малашне кунта сутлăх тата вăрлăхлăх çĕр улмие хĕл каçарма планлаççĕ.

Унпа пĕрлех Ф.Хайртдинов фермер хуçалăхĕнче 200 пуç ĕне тытмалли фермăна хута яни те пысăк утăм. Кунта ĕнесене сумалли ятарлă зал, дояркăсене валли - уйрăм пỹлĕм. Пурне те пурнăç ыйтнипе килĕшỹллĕн пурнăçланă. "Дубовка" ООО-ра 150 пуç лаша валли хута янă фермăпа та мăнаçланмалăх пур. Паянхи куна кунта 35 пуç лаша, çитес вăхăтра вара вĕсен йышĕ ỹсетех.

- Ял хуçалăхĕнче çитĕнỹсем пысăк, ытти отрасльсен аталанăвĕ мĕнлерех?

- Кашни отрасльте тăрăшакансем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе мухтанма пултараççĕ. Вĕсем çулран çул вăйлăрах та вăйлăрах ĕçлеççĕ. Производство предприятийĕсем хăйсем туса кăларакан тавар калăпăшне ỹстерсе пыраççĕ. Сăмахран, районта тăрăшакансенчен 42 проценчĕ пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăра ĕç вырăнĕ тупнă. Ваккăн сутасси, обществăлла апатлану пысăк хăвăртлăхпа аталанать. Çĕнĕрен çĕнĕ магазинсем, столовăйсем, кафесем хута каяççĕ. Пĕлтĕр районта ваккăн суту-илỹ тăвакан 200 объект, обществăлла апатланун 23 предприятийĕ, халăха пулăшу кỹрекен - 30, çул çинче пулăшу паракан 11 объект шутра пулнă. Вĕсен шучĕ кăçал та ỹсессе шанатăп.

"Кооператор" ПК, "Хлебозавод" ООО, райпо кăларакан продукципе чăннипех те мухтанма пултаратпăр. Вĕсем туса кăларакан çимĕçе районта çеç мар, ытти хуласемпе районсенче те хаваспах туянаççĕ.

- Кăçал пурнăçламалли ĕç планĕсем пысăк-и?

- Кашни çулах çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе кĕретпĕр. Чи малтанах вырăнти çулсене юсаса çĕнетмелле, асфальт сармалла. Çавăн пекех авариллĕ çуртсенче пурăнакан 8 çемьене çĕнĕ çурт-йĕре куçармалла. Нумай ачаллă çемьесене, тăлăх ачасене те çурт-йĕрпе е хваттерпе тивĕçтерме палăртнă. Ку енĕпе çине тăрсах ĕçлетпĕр. Кăçалхи чи пысăк ĕçсенчен пĕри вăл - Элпуç ял тăрăхĕнче вăтам шкул строительствине пуçласси. Кăçал çак объекта пуçăнса çитес çул хута ямалла. Унта шкул та, ача сачĕ те пулĕ.

                                                                                                                                    А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика