ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçата юратса вулатпăр

31 декабря 2014 г.

Вăхăт шăвать те шăвать. Кăçалхи çул вĕçленсе пынă май хамăр хаçата вулакансен шухăш-кăмăлĕпе паллашас тесе тĕрлĕ çынсемпе ыйтăм ирттертĕм. Мĕн шутлаççĕ-ха вĕсем?

Галина Михайлова (Александровка ялĕ): - "Каçал ен" хаçата эпир чылайранпа çырăнатпăр, юрататпăр. Унти статьясене вуласа киленетпĕр, ушкăнпа сỹтсе яватпăр. Çуллахи вăхăтра каçхине урама сак çине тухса ларатпăр та район хыпарĕсене те, статьясене те шĕкĕлчетпĕр. Çав тери кăсăк материалсем унта. "Каçал енпе" пурнăç кичем мар.

Нина Егорова (Анат Тимĕрчкасси ялĕ): - "Каçал ен" хаçат питĕ килĕшет, ăна чылайранпах çырăнатпăр эпир. Тем çинчен те çыраççĕ-çке унта. Епле çавăн чухлĕ кăсăклă материал тупса çырма пултараççĕ хаçатра ĕçлекенсем? Кашни номернех вуласа пыратăп, унпа çеç пурăнатăп. Тĕнчене тухса курнă пекех туйăнать. Унта ĕçлекенсене килес Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп, сывлăх, телей, юрату, ĕçре ăнăçусем сунатăп.

Роза Кудрова (Комсомольски ялĕ): - "Каçал ен" хаçата çемйипех килĕштеретпĕр. Район хыпарĕсене пĕлме питĕ интереслĕ, акă тепĕр çулăн пĕрремĕш çур çулĕ валли çырăнса та хунă ĕнтĕ. Çĕнĕ номер тухасса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр, алран ямасăр вулатпăр.

Надежда Шалина (Кĕçĕн Каçал ялĕ): - Район хаçатне хаваспах çырăнатпăр, унта вуласа çĕннине пĕлмелли пайтах. Хаçатăн кашни номерĕ интересленсех пырать. Эпир ăна çемьере çеç мар, ĕçре те çырăнса илетпĕр. Водительсем те хăйсен каймалли вăхăтне кĕтнĕ май интересленсех вулаççĕ. Хаçатсăр çăкăр çук пекех туйăнать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика