ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçпе вăрçă ветеранĕ

20 декабря 2014 г.

Василий Иванович Иванов Çĕнĕ Кипеç ялĕнче 1927 çулхи пуш уйăхĕнче кун çути курнă. Арçын ачана 6 çул çеç вĕренме тỹр килнĕ. Çамрăклах колхозра ĕçлеме пикеннĕ вăл. 1944 çулта ноябрь уйăхĕнче Ваççили çар ретне тăнă. Пирваях Инза хулинче минометчика вĕреннĕ, зенитлă артиллери полкĕнче службăра тăнă. Вĕсем аэродромсене сыхланă. Вăрçă чарăнсан ăна 2-мĕш арми шкулне Швейнец хулине авиамоториста вĕренме янă. Авиамеханик профессине те алла илнĕ.  

Василий Иванович Польшăра 21851 çар чаçĕнче хĕсметре тăнă. Киле 1952 çулхи юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче таврăннă гварди старшини. Ялти ĕçшĕн тунсăхланăскер тỹрех колхоз ĕçне кỹлĕннĕ. Бригадирта, конюхра вăй хунă. 1953 çулта Тĕвенеш хĕрĕпе Елизавета Александровна Журавлевăпа çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе 5 ача: 2 ывăл, 3 хĕр пăхса ỹстернĕ. Вĕсем пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Ваççук тетепе Лисук аппа тивĕçлĕ канăва тухичченех колхозра ĕçленĕ. Вĕсем пĕрле килĕштерсе пурăнма тытăнни 61 çул. Ваççук тете çамрăк чухне ăста купăсçă пулнă. Вăл халĕ те купăсне каласа иртсе кайнă çамрăклăхне аса илет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика