ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕрçĕсем – чупура

13 февраля 2013 г.

Нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Енри мĕн пур хулапа районсенче «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2013» ăмăрту иртрĕ. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ чупăва пирĕн районта та йĕркелерĕç. Çанталăк ăшă тăнине кура-и, йĕлтĕр çине тăракансем уйрăмах йышлăн пулчĕç. Ватти те, вĕтти те старта тухрĕç. Чупăва пухăннисене, спорта кăмăллакансене чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Петр Краснов, Комсомольски ял поселенийĕн пуçлăхĕ Петр Силивестров саламларĕç, ăмăртура çитĕнÿ сунчĕç. «Паян эсир пурте, старта тухнипех, çĕнтерÿçĕсем. Çак уяв тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене пĕрлештерет, пире пурсăмăра та лайăх кăмăл парнелет», — терĕ Михаил Романович. Чăннипех те çапла, ăмăртăва йĕлтĕр спортне чунтан кăмăллакансем тухаççĕ, хăйсен сывлăхне çирĕплетеççĕ. Уйрăмах тĕрлĕ организаципе предприятисенче тăрăшакансем йышлăн тухнине палăртма кăмăллă. Акă, районти налук инспекцийĕн, РФ Пенси фончĕн, район администрацийĕн ĕçче-нĕсем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулĕсен педаго-гĕсемпе вĕренекенĕсем тĕрлĕ çухрăмсенче вăй виçрĕç. VIP- чупăва организацисемпе предприятисен ертÿçисем хутшăнчĕç. Чи аслă йĕлтĕрçĕсенчен пĕри — 90 çултан иртнĕ Ревокат Прохорович Моисеев. Вăл кашни çулах стартра.

Тĕрлĕ дистанцисенче мала тухнă çĕнтерÿçĕсене Хисеп ху-чĕсем тата парнесем парса чысларĕç.

ТУКАЙ ял поселенийĕн территорийĕнче «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2013» ăмăртăва ял поселенийĕнчи 6 ялтан тата 3 шкултан хĕллехи çак спорт тĕсне кăмăллакансем хутшăннă. Спортсменсем 5 ушкăна пайланса старта тухнă.

Ăмăрту, паллах, çĕнтерÿçĕсемсĕр пулмасть. Кунта та кашни ушкăнрах дистанцие чи малтан парăнтаракансем пулнă. 5—7-мĕш классенче вĕренекенсенчен пĕрремĕш вырăна Карина Степанова тата Димитрий Парфенов (иккĕшĕ те Анат Тимĕрчкасси шкулĕнчен) тухнă. 8—9-мĕш классен ачисенчен Диана Коноплевăпа Павел Шуряшкин (Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ) çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. 10—11-мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче Венера Бархоновăпа Алексей Киргизов (Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ) пурне те кая хăварса финиша чи малтан çитме пултарнă. Çамрăксен ушкăнĕнче Венера Арсентьевăпа («Луч» ЯХПК) Сергей Пыркин («Рассвет» ЯХПК) дистанцие пуринчен те хăвăрт парăнтарнă. Ветерансен ушкăнĕнче вара Зинаида Киргизовăпа (Çĕнĕ Мăрат ялĕ) Александр Казакова (Тукай ялĕ) çитекенни пулман. Кашни ушкăнрах пĕр-ремĕш виçĕ вырăна тухнисене ял поселенийĕн администрацийĕ Хисеп грамотисемпе чысланă.

Мероприятие çамрăксем те, ватăсем те йышлăн хутшăнни савăнтарать. Çакă Тукай ял поселенийĕнче сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем чылайăн пулнине çирĕплетет. Акă, Çĕнĕ Мăрат ялĕнче пурăнакан Петр Петров 70-тен иртнĕ пулсан та йĕлтĕр çине тăма ÿркенмен. Вăл ăмăртăва хутшăнакансенчен чи асли пулнă. Чи кĕçĕнни вара — 4-мĕш класра вĕренекен Анна Матросова.

Çак кун выляса яракансем пулман тесе каламалла, мĕншĕн тесен йĕлтĕр çине тăрса дистанцие пуçламăшĕнчен вĕçне çити чупса тухакансене ăмăрту савăк кăмăл парнеленĕ, сывлăха çирĕплетме май туса панă.

Йĕлтĕрçĕсем валли кунĕпех хирти кухня ĕçленĕ. Унта вĕсем вĕри чей ĕçсе ăшăнма, кукăльсемпе тата пылак апат-çимĕçпе тÿлевсĕрех сăйланма пултарнă. Ăмăртакансем те, курма пуçтарăннисем те мероприятипе питĕ кăмăллă юлнă.

ХИРТИ СĔНТĔР ял поселенийĕнче те йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллакансем февралĕн 9-мĕшĕнче Нĕркеç вăтам шкулĕн стадионĕнче пуçтарăннă. Старта 100-е яхăн çын тухнă. Вĕсен хушшинче вĕренекенсем, администраци ĕçченĕсем, медицина, культура тытăмĕсенче вăй хуракансем, тивĕçлĕ канурисем тата ыттисем те. Тупăшу питĕ хĕрÿ иртнĕ. Стадионра чылайччен савăнăçлă шăв-шав янăраса тăнă.

Палăртмалла: «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăва хутшăнакансен йышĕ çулсерен ÿссех пырать. Мероприяти пĕтĕм Раççейри хĕллехи çак спорт тĕсне кăмăллакансене пĕрлештерсе тăрать. Ăмăртăва ирттересси юлашки çулсенче ырă йăла пулса тăни савăнтарать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика