ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Площадкăна тирпейлерĕç

08 ноября 2014 г.

Çĕнĕ Кипеç ялĕнче пурăнакансем спортпа яланах туслă. Çуллахи вăхăтра футболла выляса киленеççĕ, хĕлле хоккей площадкинчен тухма пĕлмеççĕ. Спорт площадкине ял çыннисем пĕтĕмпех хăйсен вăйĕпе тунă. Çавăнпах пулĕ ăна яланах юсаса, тирпейлесе тăраççĕ. Акă, кăçал та хĕле кĕриччен Çĕнĕ Кипеç тата Тĕвенеш çыннисем площадкăра ĕçлерĕç. Килти транспортпа тăпра турттарчĕç, шăтăк-путăка тикĕслерĕç. Дима Можаев, Герман Алексеев, Саша Иванов, Миша Тарасов çамрăксем пит маттур ĕçлерĕç. Аслă ăрурисем те - Анатолий Волков, Юрий Салмин, Александр Иванов, Андрей Крысов, Николай Васильев - айккинче юлмарĕç, ĕçе йĕркелерĕç, пулăшса пычĕç. Пурте пĕрле килĕштерсе ĕçлесен пысăк ĕçе те хăвăрт пурнăçлама пулать çав. Хĕл çитсен площадкăра ял çыннисем хоккейла выляса, конькипе ярăнса киленĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика