ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сочирен - çĕнтерỹпе

08 октября 2014 г.

Районта пурăнакансем спортпа туслă пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетеççĕ. Акă, Нĕркеç ялĕнче пурăнакан, районти тĕп больницăра ĕçлекен Николай Волков (сăн ỹкерчĕкре) вăхăт тупăнсанах футболла, волейболла выляма, çуран чупма кăмăллать. Нумай-нумай ăмăрту çĕнтерỹçи вăл. Николай Васильевич хăй çеç мар, унăн çемйи те спортпа туслă.

Сентябрь уйăхĕнче маттур спортсмен Сочи хулин Лазаревское микрорайонĕнче пулса курнă. Чăваш Енри "Волга - Тав" команда йышĕнче футбол ăмăртăвне хутшăннă. Регионсенчи ветерансен командисем хушшинче йĕркеленĕ ăмăртура 8 команда вăй виçнĕ. Хĕрỹ тупăшура Чăваш Ен команди 3-мĕш вырăна тухнă.

- Çак ăмăртăва кашни çулах йĕркелеççĕ, эпĕ пĕлтĕр те унта пулнăччĕ. Кăçал виççĕмĕш вырăна тивĕçни чăннипех те пысăк çитĕнỹ. Саратов, Саранск, Самар, Обнинск, Киров, Энгельс хулисен командисемпе вылярăмăр. Вылянипе пĕрлех сывлăха çирĕплетрĕмĕр, шыва кĕрсе килентĕмĕр, - пĕлтерчĕ спортсмен савăнăçне пытармасăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика