27 сентября 2014 г.
Нĕркеç вăтам шкулĕнче вĕренекенсем спортпа яланах туслă пулнă, туслă та. Вĕсем республика, район, шкул шайĕнче иртекен ăмăртусенче яланах малтисен ретĕнче. Ачасене спортпа туслаштарас, çитĕнỹ тума пулăшас тесе шкулта сахал мар ĕç пурнăçлаççĕ. Кунта ăста педагогсем ĕçлени те витĕм кỹрет. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, педагог-ветеран Алексей Федорович Волков 40 çул ытла ачасене спорта явăçтарнă. Вăл вĕрентнисенчен пĕри - тĕнчипе паллă спортсмен Алевтина Биктимирова. Спорт мастерĕсем тата кандидачĕсем пур, ыттисем паянхи кун та спортпа туслă. Тивĕçлĕ канура пулин те, Алексей Федорович халĕ те куллен хăнăхнă ĕçне пăрахмасть, ачасемпе тăтăшах мероприятисене тухса çỹрет, вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнать. Ашшĕн ĕçне хĕрĕ, Оксана Кошкина, тăсни те ахальтен мар. Вăл та спорта мĕн пĕчĕкрен юратса ỹснĕ. Халĕ çакна ачасене хăнăхтарать.
- Вĕренекенсене спортпа туслашма шкулта услови çителĕклĕ. Уроксене пысăк стадионта, хăтлă спортзалра ирттеретпĕр, хĕлле йĕлтĕрпе чупса киленме те майсем пур. Кăçал вара ятарлă федераци программипе килĕшỹллĕн вăтам шкулти спортзала тĕпрен юсаса çĕнетрĕç. Çивиттине, чỹречисене, алăксене çĕннисемпе улăштарчĕç, маччана армстронг технологийĕпе турĕç. Çакна пĕтĕмпех шкул ачисене спортпа туслашма майсем çителĕклĕ пулччăр тесе пурнăçланă. Пурлăхпа техника никĕсĕ те çулсеренех пуянланса пырать. Тăтăшах мечĕксем, йĕлтĕрсем, ытти спорт инвентарĕ туянатпăр. Кăçал программăпа килĕшỹллĕн çакна валли 19 пине яхăн укçа-тенкĕ уйăрнă, - пĕлтерчĕ Оксана Алексеевна.
Спортзалти юсав ĕçĕсене вĕçленĕ май шкулта эстафета тата ытти тĕрлĕ вăйă йĕркелени, унта ачасем хаваспах хутшăнни те вĕренекенсен хĕпĕртĕвне çирĕплетет мар-и? Сентябрĕн 19-мĕшĕнчи спорт уявне вĕренекенсем çеç мар, педагогсем, ветерансем, сумлă хăнасем чылайăн пуçтарăнчĕç. Шăпах вĕсем çак шкулта паллă спортсменсем çитĕнессе шаннине пĕлтерчĕç. Хирти Мăнтăр, Кĕçĕн Çĕрпỹел, Нĕркеç вăтам шкулĕсен ачисем тĕрлĕ вăйăсенче вăй виçрĕç, кунта "хуçасем" чи маттуррисем пулчĕç, вĕсем çĕнтерчĕç.
- Спортпа туслă пулни сывлăха, ỹт-пĕве çирĕплетет. Эпир - сывă пурнăç йĕркишĕн, - терĕç пĕр харăссăн ачасем. "Яллă вырăнсенчи спортзалсене юсасси" федераци программипе килĕшỹллĕн спортзала тĕпрен юсама 820 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Юсав ĕçĕсене районти "Стройсервис" АУО (ертỹçи Ф.Рахимзянов) вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçланă.
Источник: "Каçал Ен"