17 сентября 2014 г.
Ял хуçалăх кооперативĕсенче çĕр улмие вăхăтра пуçтарса кĕртес тесе тăрăшаççĕ. Çак ĕçре ĕçченсем çеç мар, шкул ачисем те маттур. Тĕслĕхрен, кăçал районти ĕçпе тивĕçтерекен центр пуçарнипе Нĕркеç вăтам шкулĕн ачисем тата ĕçсĕр 5 гражданин Н.И. Васильев фермера çĕр улми пуçтарма пулăшрĕç. Ĕç килĕшĕвĕпе фермер шкула çĕр улмипе тивĕçтерет. Çакă шкулшăн калама çук пысăк пулăшу.
Хуçалăхра кăçал иккĕмĕш çăкăра 10 гектар çинче çитĕнтернĕ, ăна пĕтĕмпех пуçтарса кĕртнĕ. Кунсерен уйра тăрăшакансене 600-шер тенкĕ тỹленĕ.
Источник: "Каçал Ен"