09 июля 2014 г.
Çу пуçламăшĕ кăçал шăрăх килчĕ. Çавна май хуçалăхсен ертỹçисене тĕрлĕ ыйту канăç памарĕ. Нумайăшĕ уй-хир культурисем япăх çитĕнесрен шикленчĕç. Çавăнпах культурăсене шăвармалли агрегатсене анасем çине вырнаçтарчĕç.
Акă, тĕслĕхрен, Н.В. Ивановăн фермер хуçалăхĕ кăçал 800 пин тенкĕлĕх çĕнĕ оборудовани туяннă. Николай Васильевичăн хуçалăхĕнче асăннă оборудованипе севок ỹсекен уй-хире тумламăн-тумламăн шăвараççĕ. Паллă ĕнтĕ, çĕнĕ технологи шыва перекетлеме пулăшать, тухăç илесси те палăрмаллах ỹсет. "Уй-хир культурине тумламăн шăварнин усси куç умĕнче", - пĕлтерчĕ хăй шухăшне ертỹçĕ. Вăл палăртнă тăрăх, 8 гектар çинче ỹсекен севокран 1,5 млн тенкĕ хушма укçа хуçалăха кĕрĕ.
Источник: "Каçал Ен"