ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Библиотекăра - çĕнĕ кĕнеке

30 апреля 2014 г.

Чăваш Республикинчи наци культурисен "Культурăран - пĕрлĕх патне" фестивалĕпе килĕшỹллĕн, районти тĕп библиотекăра пултаруллă прозаикпа, ентешпе, Геннадий Максимовпа тĕл пулу иртрĕ.

Геннадий Аркадьевич вулакансене, культура ĕçченĕсене хăйĕн çĕнĕ кĕнекипе - "Вăхăта парăнман юратупа" - паллаштарчĕ. Кĕнекене виçĕ повеçе тата пĕр калава кĕртнĕ. Автор кĕнекепе тĕплĕн паллаштарчĕ, унта хускатнă ыйтусене, темăсене сỹтсе яврĕ. Повеçсемпе калаври геройсем - пурнăçри сăнарсем. Вĕсем паянхи кунпа пурăнакансем, тĕрлĕ лару-тăруран çаврăнса тухма май тупакансем, яланах пĕр-пĕрне пулăшма хатĕр ĕçчен çынсем. Кĕнеке мĕнле çырăннине те каласа пачĕ автор. Геннадий Аркадьевич произведенисене ытларах кĕркунне, хĕлле çырма кăмăллать. Вăл вулакансене çитес вăхăтра тата ытти кĕнекесемпе те савăнтарма шантарчĕ.

Геннадий Максимов кĕнекисене районта пурăнакансем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, вĕсене хаваспах вулаççĕ, сỹтсе яваççĕ. Ахальтен мар ентеш кĕнекисем республикăри нумай конкурсра палăрнă, чи вуланакан кĕнекесен йышне кĕнĕ.

- "Вăхăта парăнман юрату" кĕнекене ентешсем хаклани аван. Çавăнпа та сиртен çырусем кĕтетĕп. Вулăр, сỹтсе явăр, кĕнеке сире килĕшессе шанатăп, - терĕ автор, пултаруллă журналист тĕп библиотекăна кĕнекесем парнелесе.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика