ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сцена çинче - Хирти Сĕнтĕрсем

30 апреля 2014 г.

Район юбилейне халалланă смотр-конкурс вĕçленсе пырать. Апрелĕн 25-мĕшĕнче культура мероприятийĕсен марафонне Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн художество пултарулăх коллективĕсем малалла тăсрĕç. Г.Е.Ефремов пуçлăх ял тăрăхĕн кулленхи пурнăçĕ, паллă çыннисемпе событисем çинчен доклад туса пачĕ, спорт мероприятийĕсем çинче чарăнса тăчĕ.

Хирти Сĕнтĕрсем программăна ку тăрăхри ялсен юррисемпе, вĕсене çак тăрăхсен гимнĕ тесе те калама пулать, уçрĕç. Нĕркеç вăтам шкулĕнче вĕренекенсем Акатуй уявне питĕ интереслĕ сăнласа пачĕç. Ял поселенийĕн администрацийĕнче, тĕрлĕ сферăра тăрăшакансенчен йĕркеленĕ хор тăван кĕтес, юратнă çĕршыв çинчен юрăсем шăрантарчĕ. Нĕркеç вăтам шкулĕн учителĕсем илемлĕ юрăсемпе, шкул ачисем ташăсемпе савăнтарчĕç. Уйрăм юрăçсем, фольклор, эстрада ушкăнĕсем янраттарнă юрăсене залра ларакансем ăшшăн йышăнчĕç. Анчах та концерт программи смотр-конкурсăн тематика йĕрне туллин тытса пыраймарĕ, жюри членĕсемпе куракансем вĕсенчен ытларах кĕтнĕччĕ паллах.

Майăн 8-мĕшĕнче смотр-конкурса Кайнлăк ял поселенийĕ вĕçлет. Яланхи пекех, концерт районти культурăпа кану центрĕнче 18.30 сехетре пуçланать, çитсе курăр, ялти артистсен пултарулăхĕпе киленĕр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика