ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лару иртнĕ

26 апреля 2014 г.

Апрелĕн 23-мĕшĕнче Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕнче профилактика совечĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Унта район прокурорĕ Владимир Николаев, районти ĕç тăвакан уголовлă инспекци начальникĕ Валерий Денисов, шалти ĕçсен пайĕн участковăйĕ Марат Гайнутдинов, Нĕркеç вăтам шкулĕн директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Вера Петрова тата культура ĕçченĕсем хутшăннă.

    Ларура ял тăрăхĕнче терроризмпа экстремизма хирĕçле, эрех ĕçсе преступлени тăвассине сирес тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем йĕркеленине пăхса тухнă. Условлă айăпланса районти ĕç тăвакан уголовлă инспекцинче учетра тăракансемпе ĕçленине, Нĕркеç вăтам шкулĕ тата информаципе культура центрĕ çамрăксене сывă пурнăç йĕркине явăçтарнин ыйтăвĕсене сỹтсе явнă. Çавăн пекех район территорийĕнче экстремизмпа терроризма хирĕçле, условлă майпа айăпланнисем тĕлĕшпе саккун ыйтнине мĕнле пăхăннине пăхса тухнă.

    Район прокурорĕ Владимир Николаев судпа условлă айăпланнă çынсене тĕп ĕçрен пушансан тỹлевсĕр ĕçлеттернине контрольлес тата шкулсенче терроризм, экстремизм, нацисен хушшинчи хирĕçĕве саракан литературăна пăрахăçласси, сиенлĕ информаци ресурсĕсене усă курма чарасси çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине каланă.

    Пухăннисем Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕнче профилактика совечĕн ĕçне право воспитанийĕпе вăйлатма сĕннĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика