ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп тĕллевпе - малалла

19 апреля 2014 г.

Ял çыннин пĕр-пĕр ыйту татса памалла пулсассăнах, чи малтан вăл ял поселенине васкать. Унта ăна тивĕçлĕ хурав парассине лайăх пĕлет вăл. Тĕрлĕ ыйтăва сỹтсе явмалла-и, справка илмелле-и, пĕр-пĕр программăпа черете тăмалла-и, документсем хатĕрлемелле-и - çул ял поселенине илсе çитерет. Паянхи кун вырăнти хăй тытăмлăх органĕ - ял çыннисене тĕрлĕ пулăшупа чи малтан тивĕçтерекенсенчен пĕри. Вĕсем территорири тирпей-илемшĕн, культура учрежденийĕсемшĕн - пуриншĕн те - яваплă.

     Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕ 6 яла пĕрлештерсе тăрать: Нĕркеç, Хирти Сĕнтĕр, Янкасси, Çĕнĕ Кипеç, Тĕвенеш, Хирти Ĕнел. Асăннă ялсенчи 672 хуçалăхра 1705 çын пурăнать. Территорире - вĕренĕвĕн пĕр учрежденийĕ, 3 фельдшерпа акушер пункчĕ, виçĕ культура учрежденийĕ, 2 библиотека, почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ, 7 лавкка, сĕт-çу завочĕ. Ял тăрăхĕн пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ 4958 гектар.

      Çак тăрăхăн ĕç-хĕлне 2004 çултанпа Геннадий Егорович Ефремов йĕркелесе пырать. Ял тăрăхĕнче пурăнакансен пурнăçне лайăхлатас, вĕсен ыйтăвĕсене татса парас тесе тăрăшать пуçлăх. Вырăнта май килмесен, район, республика шайне те тухма май тупать. Ыйтусене уçăмлатнă тĕслĕх нумай.  

       Ял тăрăхĕнче пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тесе поселенинче сахал мар ĕç пурнăçланă. Паян кунта чылай урама вак чул сарса хытарнă. 2013 çулта çеç Хирти Ĕнел, Нĕркеç ялĕсенчи урамсене вак чул сарнă. Унпа пĕрлех Тĕвенеш ялĕнчи çакăнса тăракан кĕпере юсаса çĕнетнĕ. Янкасси ялĕнче футбол, Çĕнĕ Кипеçре хоккей площадкисене ĕçе кĕртни те ялта пурăнакансемшĕн паха. Çамрăксемпе ачасем, аслисем те унта хаваспах çỹреççĕ. Ялсенче пурăнакансем хастар пулнине палăртса хăвармалла. Пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ чăннипех те пысăк, анчах та бюджет чухăн чухне пур ĕçе тăруках вăя кĕртме май çук. Ял тăрăхĕ хăйĕн бюджечĕпе пурăнать. Тупăш пайне çĕр, пурлăх тата çын тупăшĕнчен илекен налуксем тултараççĕ. Бюджета пуянлатас тесе ял тăрăхĕ час-часах тĕрлĕ конкурссене хутшăнма май тупать, çитĕнĕвĕсем те пур.

      Пурнăç вырăнта тăмасть, вăл пĕрмаях улшăну кĕртет. Пурнăçлама палăртнă ĕç те нумай, пысăк калăпăшлисемех. Кăçал Нĕркеç ялĕнче ача сачĕ тума проектпа смета документацийĕ хатĕрлесе çитермелле. Янкасси ялĕнчи Киров урамĕн çулне юсама палăртнă, Хирти Ĕнел ялĕнче шыв скважинине автомат оборудованийĕ лартмалла, Çĕнĕ Кипеçри масар картине тĕпрен юсаса çĕнетмелле тата ытти ĕç те чылай. Асăннă ĕçсене, паллах, пĕччен пурнăçлаймăн, кунта ял çыннисем хастарлăхпа палăрасса шанать Геннадий Егорович. Ку енĕпе ялсенчи старостăсемпе вырăнти депутатсем те айккинче юлмаççĕ.

      - Депутатсемпе старостăсем ĕçре маттур. Вĕсем хăйсен тивĕçне лайăх пĕлеççĕ. Уйрăмах Владимир Скворцов, Галина Новикова старостăсен пуçарулăхне палăртса хăварас килет. Вĕсем нихăçан та ĕçрен пăрăнмаççĕ, ял çыннисене хăйсем хыççăн ертсе пыраççĕ, пикеннĕ ĕçе вĕçне çитереççех. Тавралăха тирпей-илем кĕртес енĕпе те çине тăрсах тăрăшаççĕ. Пурăнакан вырăна чи малтан, паллах, хамăрăн тирпейлеме вĕренмелле, ачасене унта явăçтармалла. Халĕ субботниксем йĕркелетпĕр, - терĕ Геннадий Егорович. Тирпей-илем кĕртес енĕпе илес пулсассăн, кашни ялтах çỹп-çап тăкмалли ятарлă вырăн пур. Унсăр пуçне пĕлтĕр ял тăрăхĕнчи пур яла та ятарлă контейнерсем лартса панă. Çĕр пĕлтерĕшĕпе хакне те аван туяççĕ кунта. 2006 çултанпа çынсен пайĕсене палăртассипе, вĕсене харпăрлăха куçарассипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Çĕрĕн 200 пайĕ - ял тăрăхĕн муниципаллă харпăрлăхĕнче.

      Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче пурăнакансем ĕçре те, спортра та, юрă-ташăра та маттур. Çакна вĕсем тĕслĕхсемпе çирĕплетеççĕ. Ялта, районта иртекен ăмăртусенчен айккинче юлмаççĕ. Юрă-ташă фестивалĕсене, конкурсĕсене хаваспах хутшăнаççĕ. Уяв концерчĕсем тăтăшах йĕркелеççĕ. Çакна кунта хăйсен ĕçне чунтан парăннă çынсем тăрăшни çирĕплетет.

      Геннадий Егорович ĕçре çеç пуçарулăхпа палăрмасть, пушă вăхăчĕ сахал пулин те ăна усăллă ирттерме тăрăшать. Вăл юртан ăсталанă кĕлеткесем хĕлле Ту кас урамне илем кỹнĕ. Лаша çинчи Илья Муромец паттăра, Юр пикене юртан ăсталанă. Вĕсене сăрласа илемлетнĕ. Ял çыннисем çак илемпе чылайччен савăннă, нумайăшĕ ятарласа сăн ỹкерттерме те килнĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика