05 апреля 2014 г.
Тĕлĕнмелле çынсем хамăр çумрах пурăнни хăш-пĕр чухне тĕлĕнтерет те, савăнтарать те. Çакăн пек çынсенчен пĕри - Валентина Алексеевна Алексеева. 40 çул ытла Нĕркеç вăтам шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ вăл. Пуçласа шкула килекен шăпăрлансене вулама, çырма хăнăхтарнă. Унăн вĕренекенĕсем паян çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ, аслă пĕлỹллĕ специалистсем.
Валентина Алексеевна хăйĕн пурнăçне ачасемпе çыхăнтарнипе пĕрлех ытти ĕçре те хастар пулнă. Çамрăклах вăл çерем çĕрсене уçнă çĕре хутшăннă. 1958 çулта тăванĕсемпе пĕрле инçете çул тытать. Лидияпа Николай Долговсем, Елизаветăпа Василий Долговсем, Евдокия Долгова, Таисия Волкова, Лидăпа Лиза Беляевăсем Нĕркеç ялĕнчен пархатарлă ĕçе хутшăнма каяççĕ. Ялтан груз турттаракан машинăпа Канаш хулине çитнине, унтан Омск хулине пуйăспа, автобуспа Павлодар облаçĕнчи Иртыш районне çитнине паянхи пекех ас тăвать Валентина Алексеевна.
- Çитсенех пире нимĕç хĕрарăмĕ патне хваттере ячĕç. Ăна эпир вырăсла Лида аппа тесе чĕнеттĕмĕр. Питĕ сăпайлă кинемейччĕ, - каласа парать Валентина Алексеевна. Унтан хĕрỹ ĕçе кỹлĕнеççĕ çамрăксем. Вĕсем "10 лет Казахской ССР" совхозра тăрăшнă. "Кăнтăрла та, çĕрле те ĕç чарăнмастчĕ. Тырă турттарса килекен машинăсен вĕçĕ-хĕрри курăнмастчĕ. Шоферĕсем вара пурте çар чаçĕсенчен килнĕ салтаксемччĕ", - аса илет вăл.
Çакăнти пурнăçа аталантарма тĕрлĕ профессиллĕ специалистсем çитменнипе, ăна çулталăка педагогика курсне вĕренме яраççĕ. Ун хыççăн вăл çакăнтах кĕçĕн классене вĕрентет. Совхоз туса панă çуртсенче пурăннă вĕсем. Условийĕсем лайăх пулнă пулин те тăван ен хăйĕн патнех илĕртнĕ. Чылайăшĕ Нĕркеçе таврăннă. Лизăпа Лида Беляевăсем Казахстанах юлнă, паянхи кун та вĕсем унта пурăнаççĕ.
Валентина Алексеевна тăван яла таврăнсан Янкасси каччипе, Леонид Алексеевпа, çемье çавăрнă. Вĕсем виçĕ хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтерсе тивĕçлĕ воспитани панă. Шел, мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Ăрăва тăсакан ачи-пăчи, 7 мăнукĕ тата вĕсен икĕ ачи пуррипе хĕрарăм чунтан савăнать. Вĕсене ĕçе явăçтарас, кĕнеке-журналпа туслаштарас тесе тăрăшать. Хăй те пушă вăхăтра алă ĕçĕ тума, кĕнеке вулама кăмăллать. Çак ырă кăмăллă, ĕçчен хĕрарăм мухтава тивĕç.
М.КУЗНЕЦОВ.
Источник: "Каçал Ен"