ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ик уйăхлăх пуçланнă

02 апреля 2014 г.

Ялсен сăн-сăпатне аванлатас, тавралăха тирпей-илем кỹрес, пурăнакансене кăмăл-сипет тата экологи воспитанийĕ парас тĕллевпе, район территорийĕнче тасалăхпа йĕркелĕх хуçалантăр тесе апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 1-мĕшĕччен ик уйăхлăх иртет. Çакăн пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ хушу кăларнă. Ĕçе йĕркелесе тăма капиталлă строительствăпа коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ А.Краснов ертсе пыракан ятарлă комисси туса хунă. Санитарипе экологи, тирпей-илем кỹмелли мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Унпа килĕшỹллĕн ялсенче эрнесерен санитари кунĕсем ирттерме палăртнă. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене те вырăнсенче çакнашкал хушу кăларма сĕннĕ. Ик уйăхлăх вăхăтĕнче йывăç-тĕм лартмалли, территорисене çỹп-çапран тасатмалли пирки каланă. Çак ĕçсене учрежденисемпе организацисене, ялсенче пурăнакансене анлăн хутшăнтармалла. Тĕрлĕ формăллă предприятисен ертỹçисене хăйсене шанса панă территорие çуркунне тасатса тирпейлеме, йывăç-тĕм лартма, чечексем ĕрчетме хушнă. Хушура тасалăха тытса тăма çулталăкĕпех субботниксем ирттермелли çинчен те каланă. Коммуналлă службăсен пухăннă çỹп-çапа, таса марлăха свалкăсене вăхăтра турттарса тăрассине йĕркелемелле.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика