26 февраля 2014 г.
Хĕле чыслăн ăсатмасан вăл çуркуннене кĕтсе илме чăрмантарасса авалхи чăвашсем çирĕп ĕненнĕ. Çавăнпа та Çăварние питĕ савăнăçлă ирттерме тăрăшнă. Ĕлĕк çак уяв икĕ эрнене тăсăлнă пулсассăн, халĕ вăл пĕр эрнене пырать. Шăпах çак вăхăтра тутлă икерчĕ пĕçереççĕ, пĕр-пĕрин патне хăнана çÿреççĕ. Уяв тĕлне хĕрсем çĕнĕ кĕпе çĕлесе тăхăннă, саппунĕсемпе тутăрĕсене тĕрлесе илемлетнĕ. Каччăсем катаччи чупма лашисене вăй кĕртме сĕлĕ çитернĕ, çунисене юсанă, сăрласа илемлетнĕ. Аслисенчен ачасем те юлман, тăвайккине шыв сапса якатса хатĕрленĕ.
Çăварние ача-пăча пуçланă. Кашниех чи малтан тăрса тăвайккинчен пĕрремĕш ярăнса анма тăрăшнă. Каçхине тăвайккине кинемейсемпе мучисем те пухăннă. Çамрăксем катаччи чупса савăннă. Уяв эрни вĕçнелле улăмран «çăварни карчăкне» ăсталани те хăйне евĕр йăла-йĕрке пулнă. Ăна чĕртсе ярса ун тавра тăрса юрă юрланă, вăйăсем вылянă. Çакăн пирки пире ялти ватăсем Антонина Николаева, Мария Волкова тата Любовь Иванова педагог нумай каласа панă.
Çăварние Нĕркеç вăтам шкулĕнчи ачасем те хаваспах хутшăнаççĕ. Кашни çулах ăна хаваслăн, выляса-кулса, юрласа, ташласа ирттереççĕ. Илемлĕ тутăрсем çыхнă пикесем çине пăхсан чун савăнать. Аслисем те айккинче тăрса юлмаççĕ, вĕсем те ачасемпе пĕрлех ярăнаççĕ, иртнине аса илсе çăварни юррисене шăрантараççĕ.
Асаттесемпе асаннесен йăли-йĕркине манас марччĕ.
Г.КРАСНОВА.
Источник: "Каçал Ен"