22 февраля 2014 г.
Аслă Аттелĕх, афган, чечен вăрçисене хутшăннă, унта пуçĕсене хунă ентешсене яланах асра тытатпăр. Вĕсем пире мирлĕ пурнăç парнелессишĕн çапăçнă. Вĕсенчен пĕри — Хирти Сĕнтĕр ялĕнче çуралса ÿснĕ Иван Быков.
Вăл 1975 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнче çуралнă. Çак ялтах унăн ачалăхĕ, çамрăклăхĕ иртнĕ. Хирти Сĕнтĕрти тĕп, Çĕнĕ Кипеç вăтам шкулĕсенче пĕлÿ пухнă вăл. Ваня тăрăшуллă та маттур каччă пулнă. Вĕрентекенсен асĕнче вăл ырă кăмăллă, сăпайлă пулнипе асра юлнă. Вĕренÿре те «4», «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. Ваня йывăр вăхăтра яланах пулăшма хатĕр юлташ пулнă. Ашшĕ-амăшĕ — Мария Петровнăпа Владимир Георгиевич Быковсем — ывăлне тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕ, çĕр-шыва юрăхлă çын пултăр тенĕ. Çар службине кайма вăхăт çитсен 1994 çулта ывăлне пехил парса ăсатнă. Ку шăпах чечен вăрçи пуçланнă вăхăта лекет. Салтак тумне тăхăннă хыççăн 9 уйăх иртсен çак вăрçа хутшăнать вăл. 20 çул та тултарман çамрăк 1995 çулхи кăрлач уйăхĕнче хыпарсăр çухалать. Ун чухне вĕсен çар машини вĕри тăхлан айне лексе сирпĕнет. Ваня раципе машина сиенленни, пĕрле пулнă механик вилни, хăй аманни пирки пĕлтерет... (çакна каярах çеç пĕлеççĕ). Анчах та çăлăнма май килмест, йывăр сурансене пула вилет.
Паттăр салтак ÿчĕ Ростов хулинчи 124-мĕш судпа медицина лабораторийĕнче пулнă. Виçĕ çул та виçĕ уйăх иртсессĕн çеç Иван Быков ÿчĕ Хирти Сĕнтĕр ялĕн масарĕнче канлĕх тупнă. Çак вăхăтра вара ашшĕ-амăшĕ, тăва-нĕсем çитмен, шыраман вырăн хăварман. Виçĕ çул виçĕ кун мар-çке, çак вăхăтра хыпарсăр çухалнă тесе пĕлтернĕ ывăлĕ чĕрĕ-сывă таврăнасса та кĕтнĕ, паллах.
Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ пулин те, паттăр салтака Хирти Сĕнтĕр тăрăхĕнче нихăçан та манмаççĕ. Февралĕн 18-мĕшĕнче Нĕркеç вăтам шкулĕнче чечен вăрçинчен тăван ене таврăнайман Иван Владимирович Быков ячĕпе «Ваня, эсĕ ялан пирĕнпе» паттăрлăх урокĕ иртрĕ. Ăна Нина Юльевна Константинова социаллă педагог ертсе пычĕ. Вĕренекенсем 1994 çулхи раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче тăван киле янă, пĕртен-пĕр çырăвĕпе 1994 çулхи раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче янăскерпе, паллашрĕç. В.В.Петрова педагог Ваня вĕреннĕ çулсене аса илчĕ. Галина Николаевна Ченакина (Хирти Сĕнтĕр) паттăр салтак ячĕпе шăрçаланă сăвăсем чĕрене витерчĕç.
Çавăн пекех Хирти Сĕнтĕр ялĕнче кашни çулах Ваня Быков ячĕпе футбол турнирĕ йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Кăçал ăна февралĕн 23-мĕшĕнче, ентешĕн çуралнă кунĕнче, ирттерме йышăннă. Турнира хутшăнма кăмăл пуррисене Хирти Сĕнтĕрсем яланах хавас.
Н.КОНСТАНТИНОВА.
Источник: "Каçал Ен"