ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сумлă ĕçĕсем манăçмĕç

25 января 2014 г.

Чăваш халăх писателĕ, С.Элкер премийĕн лауреачĕ, Чăваш АССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Лаврентий Васильевич Таллеров çуралнăранпа январĕн 27-мĕшĕнче 85 çул çитет. Шел те, мухтавлă çыннăмăр çак юбилейччен пурăнаймарĕ, 2013 çулхи март уйăхĕнче çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Апла пулин те унăн хисеплĕ ячĕ яланах пирĕн чĕресенче упранĕ, сумлă ĕçĕсем нихăçан та манăçмĕç.

Çыравçăн чи паллă произведенийĕсене — «Çăлтăр витĕр çул курăнать», «Шеремет», «Майра» романĕсене, «Юхать юхан шыв», «Пĕчĕкçеççĕ путене», «Сăпка юрри», «Эрхип мăнукĕ Эрхип», «Хĕвел çаврăнăш — ылтăн çÿç» тата ытти повеçĕсене вуламан чăваш сахал пуль. Çак хайлавсен хăйне евĕрлĕ стилĕ, пуян та сĕтеклĕ чĕлхи питĕ килĕшеççĕ мана. Лаврентий Васильевичăн пĕр-пĕр кĕнекине алла илсен вуласа тухмасăр уйрăлма çук. Произведенири сăнарсене калăплассипе калама çук пысăк ăста пулнă ентешĕмĕр.

«Октябрь ялавĕ» хаçат редакцине ертсе пынă чухне те Л.В.Таллерова лăпкă кăмăлĕ, пур лару-тăрăва та шайлаштарса пăхма пĕлни, пурнăç опычĕ ĕçре нумай пулăшнă. Лаврентий Васильевич питĕ лайăх ертÿçĕ пулнине аслăрах ĕçтешсенчен пĕрре мар илтнĕ. Шел те, мана унпа пĕрле ĕçлесе курма тÿр килмен. Çавăнпа та паянхи номерте Чăваш халăх çыравçи çинчен пичет ветеранĕ Л.Д.Баринова, Р.П.Моисеев аса илнисене пичетлетпĕр.

 

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика