14 декабря 2013 г.
Нĕркеç ялĕ паллă çынсемпе пуян. Пирĕн тăрăхра писательсем, ÿнерçĕсем, журналистсем, шашистсем кун çути курнă. Вĕсенчен пĕрисем Гладковсем: Петр Федоровичпа Николай Федорович шашкăлла выляса спорт мастерĕн кандидачĕ ятсене тивĕçнĕ. Вĕсен ячĕпе кашни çулах ялта шашка турнирĕ иртет. Кăçал ăна декабрĕн 7-мĕшĕнче йĕркелерĕç. Турнира П.Ф.Гладковăн ывăлĕ Федор Петрович, ЧР шашка федерацийĕн президенчĕ Михаил Александрович Ефимов уçрĕç. Хĕрÿ тупăшăва шкул ачисем, ар çынсем, хĕрарăмсем хастар хутшăнчĕç. 1—6-мĕш классем хушшинче Н.Спиридоновпа Н.Максимовăна çитекенни пулмарĕ, вĕсем пурне те çĕнтерчĕç. Н.Иванов, В.Воронова — иккĕмĕшсем, А.Быковпа Д.Маркова виççĕмĕшсем пулчĕç. Аслăрах классенче вĕренекенсенчен Л.Артемьевпа С.Грачева пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç. Д.Индюкова, О.Индюкова — иккĕмĕшсем, Н.Евграфов, Н.Мотиева — виççĕмĕшсем. Аслăрах çулхи хĕрарăмсенчен Л.Кузнецова ăсталăхпа палăрса пĕрремĕш вырăна алăран вĕçертмерĕ. Н.Индюковăпа В.Петрова иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Ар çынсенчен М.Ефимов (Шупашкар хули) мала тухрĕ, Н.Федоров (Патăрьел районĕ) — иккĕмĕш, В.Антонов (Патăрьел районĕ) виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.
Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесем, Хисеп хучĕсем, кубок парса чысларĕç. Турнира çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттернĕшĕн В.С.Гладкова, Çĕнĕ Кипеçри сĕт-çу завочĕн ертÿçине В.С.Агамиряна, В.Беляев уйрăм предпринимателе спонсорла пулăшушăн тав тăватпăр.
Л.КУЗНЕЦОВА.
Источник: "Каçал Ен"