27 ноября 2013 г.
Хĕрарăм — тĕнчери чи çепĕç те ырă, сăпайлă, пултаруллă та маттур çынсенчен пĕри. Çемье вучахне упраканĕ, пурне те ăшăлăх парнелекенĕ те вăлах. Иртнĕ эрнере Анне кунĕ умĕн маттур хĕрарăмсен ячĕпе ăшă саламсем, çепĕç сăмахсем нумай пулчĕç. Нĕркеçри культурăпа кану центрĕнче чăн-чăн пысăк уяв ирттерчĕç. Кунта 50 çул пĕрле алла-аллăн утакансемпе пĕрлех амăшĕн капиталне тивĕçнĕ çемьене чысларĕç.
Уяв кунĕ «ылтăн» мăшăрсене чи малтанах хĕрарăмсен районти совечĕн председателĕ В.Курицына, район администрацийĕн ЗАГС пайĕн специалисчĕ С.Портнова, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ И.Никитина, социаллă страховани фончĕн специалисчĕ В.Тихонова, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ĕçченĕ И.Гришина, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Ефремов ăшшăн саламларĕç, малашне те çирĕп сывлăх, ăнлану, вăрăм ĕмĕр сунчĕç.
Римма Сергеевнăпа Петр Степанович Федоровсем (Янкасси), Минадора Никифоровнăпа Николай Германович Сидоровсем, Александра Николаевнăпа Дмитрий Васильевич Яковлевсем (Нĕркеç) 50 çул пурнăç çу-лĕпе юнашар утаççĕ. Терт-нушине, телейне, савăнăçне пĕрле çурмаран пайлаççĕ, пур ĕçе те пĕрле канашласа пурнăçлаççĕ. Çур ĕмĕр пĕрле пурăнса мăшăрсем çамрăклăхри вĕри юрату хăватне, шанчăклăхпа ĕненĕвне упраса хăварма пултарнă. Вĕсен çемье пурнăçĕн çул çыравĕнче кăсăклă самантсем, чĕрене çывăх аса илÿсем темĕн чухлех.
Яковлевсем 4 ача çуратса ÿстернĕ, пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Иккĕшĕ те тăван колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Саня аппа паян та ÿркенсе лармасть, çăвĕпех колхоз столовăйĕнче тăрăшать.
Федоровсем те — ял хуçалăхне чунтан парăннă ĕçченсем. Петр Степанович ĕмĕрĕпех шоферта тăрăшнă, тĕрлĕ çĕре çитнĕ. Ĕçри ÿсĕмсемшĕн, тăрăшулăхшăн ăна пĕрре кăна мар Хисеп, Тав хучĕсемпе чысланă. Паянхи кун вĕсем тăватă ачипе, 8 мăнукĕпе тата вĕсен икĕ ачипе чунтан савăнаççĕ. Йышлă çемье тăван килте пуçтарăнсан чунтан хĕпĕртеççĕ.
Сидоровсен çемйи те хисепе тивĕç. Мăшăр ĕмĕр тăршшĕпех тăван колхозра тăрăшнă. Пилĕк ачишĕн ырă тĕслĕх пулса тăнă. Ывăлĕсемпе хĕрĕсем вĕсен тăрăшулăхне курса хăйсем те яваплă çынсем пулса ÿснĕ. Мăшăрсен телейĕ ачисенче, мăнукĕсенче пулсассăн, тĕпренчĕкĕсем ашшĕ-амăшĕ пурришĕн савăнаççĕ. Çакна салам сăмахĕсем çирĕплетеççĕ.
Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче кăçал 17 пепке çут тĕнчене килнĕ, вĕсенчен чылайăшĕ çемьере иккĕмĕш е виççĕмĕш ача. Янкасси ялĕнче пурăнакан Черновсен çемйинче икĕ ывăл çитĕнет. РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн специалисчĕ Ирина Анатольевна Гришина Черновсене амăшĕн капиталĕн сертификатне парса чысларĕ.
Уяв илемĕ — юрă-ташă. Сцена çинче вырăнти артистсемсĕр пуçне Шупашкар хулинчен килнĕ паллă юрăçсем Андрей Шадриковпа Петр Ермолаев юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. Яковлевсен ывăлĕсемпе хĕрĕсен парни пулчĕ ку.
Источник: "Каçал Ен"