ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч ыйтусене çĕкленĕ

19 октября 2013 г.

Октябрĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Енре, çав шутра пирĕн районта та, Пĕрлехи информаци кунĕ пулчĕ. Кун йĕркине виçĕ ыйту кĕртнĕ. Акă вĕсем: Чăваш Республикинче пурăнакансене «пĕр чÿрече» мелĕпе патшалăх тата муниципаллă пулăшу парасси; тăлăх ачасене хÿтĕлес енĕпе патшалăх политикине пурнăçа кĕртмелли утăмсем. Ачасен аталанăвне, сывлăхне сиен кÿрекен информацирен сыхласси? Чăваш Республикин «Тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси» саккунне пурнăçа епле кĕртсе пыни. Çав кун тĕп хуларан тĕрлĕ министерствăсемпе ведомствăсенчен тăракан информушкăн килсе çитрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев кун йĕркине кăларнă ыйтусемпе районта лару-тăру еплерех пулнипе паллаштарнă хыççăн хăнасем вырăнти специалистсемпе тĕрлĕ ял тăрăхĕсене тухса кайрĕç.

Асанкассинчи фельдшерпа акушер пунктне уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕпе Михаил Афанасьевпа ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин уйрăм начальникĕ Нина Емельянова, район больницин тĕп врачĕ Валентина Озерова, Асанкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Карпов тата «Асаново» ЯХПК председателĕ Александр Бахтеров хутшăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен çакнашкал фельдшерпа акушер пункчĕсене туса лартни ял çыннисене пахалăхлă пĕрремĕш медицина тата ытти пулăшу илме май панине палăртнă. Кунта чирлесен çеç мар, профилактика тĕллевĕсемпе те килсе çÿреме сĕннĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 2013—2015 çулсенче республикăра модуллĕ 100 фельдшерпа акушер пункчĕ тумалла, вĕсенчен 6-шĕ — Комсомольски тăрăхĕнче. Асанкасси ялĕнчи ФАП вара — районта пĕрремĕш.

Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхне Информаци кунне финанспа бюджет надзорĕн федераллă службин территори управленийĕн ертÿçи Нина Константинова тата район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Евгений Чернов çитнĕ. Информушкăн членĕсем тата Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов Нĕркеç вăтам шкулĕнчи педагогсен коллективĕпе тĕл пулнă, кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе явнă.

Чĕчкен ял тăрăхĕнче вара информушкăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Юрий Лукияновпа пĕрле Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн, культура çурчĕн тата «Труд» ЯХПК ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçнă. Чăваш Республикин «Тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси» саккунне сÿтсе явнă май РФ социаллă страховани фончĕн Чăваш Енри регионаллă патшалăх учрежденийĕн специалисчĕ Любовь Овсянникова тÿлевсĕр юридици пулăшăвне пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнĕ граждансем илме пултарни çинче чарăнса тăнă. Информушкăн членĕсем ял çыннисем панă ыйтусене хуравланă.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика