16 октября 2013 г.
Медицинăри чи паллă меслетсенчен пĕри вăл — донортан илнĕ юна чирлĕ çын организмне яни. Тĕпчевсем кăтартнă тăрăх çакă паллă: çирĕп сывлăхлă çынран кăшт (250—450 мл) юн илни организма çĕнелме, юн ытларах пулма пулăшать.
Донорсем — юн парнелекенсем — калама çук ырă ĕç тăваççĕ, сахал мар çын пурнăçне çăлса хăвараççĕ.
Акă октябрĕн 11-мĕшĕнче Нĕркеç культура çуртĕнче районти тĕп больницăн ĕçченĕсем Донор кунĕ ирттерчĕç.
Шурă халатлă ĕçченсем юн парас умĕн кашни çыннăн сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Çапла туни пулăшу илекен çынна юнпа пĕрле пĕр-пĕр сикекен чир микробĕсем лекесрен сыхланма май парать, юн параканăн сывлăхне те упрама пулăшать.
Çак пархатарлă ĕçе пĕрремĕш хут хутшăнакансене те ятранах асăнас килет. Вĕсем — Дмитрий Голландцевпа Алексей Порядков. Малашне те çамрăксем ырă ĕçрен айккинче юлмасса шанас килет.
Çак мероприятие 50 ытла çын хутшăннă. Кашни çул юн паракансене — Геннадий Ефремова, Галина Смирновăна, Марина Тишовăна, Раиса Святопольскаяна, Лариса Кузнецовăна тата ыттисене те — медицина ĕçченĕсем тав турĕç.
Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн сайтĕнчен.
Источник: "Каçал Ен"