ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хусантан - çĕкленÿллĕ кăмăлпа

10 августа 2013 г.

«Универсиада, эпир санпа, Универсиада, эсĕ, çумра...» çапла юрлаççĕ Пĕтĕм тĕнчери студентсен ăмăртăвĕсене хутшăннă волонтерсем. Чăваш Енрен Хусана пурĕ 193 волонтер кайнă. Кунта чи маттуррисене, пултаруллисене, ют чĕлхесене шĕкĕлчекенсене, çирĕп тĕрĕслев витĕр тухнăскерсене çеç суйласа илнĕ. Ентешсем пресс-службăра, судьясемпе тренерсен пулăшаканĕсенче, сумлă хăнасене кĕтсе илнĕ çĕрте, спортсменсене чыслакан ушкăнра тата ытти ĕçре те тăрăшнă. Çак йышра Çĕнĕ Кипеç хĕрĕ, Шупашкарти коопераци институчĕн 2-мĕш курс студенчĕ Мальвина Петрова та пулнă. Тĕнче шайĕнчи мероприятинчен тин çеç килнĕскерпе унăн ĕç-хĕлĕпе, волонтерсен пурнăçĕпе паллашас тесе тĕл пултăм.

— Мĕнле кăмăл-туйăмпа таврăнтăн?

— Хусан хулинчен — çĕкленÿллĕ, хавас кăмăлпа. Çав вăхăтрах вара çĕнĕ тус-юлташсенчен уйрăлнăран кăштах пăшăрхантăм. Апла пулин те пĕр-пĕринпе яланах çыхăну тытма сăмах патăмăр. Эпир Универсиадăн анлă та аслă çулĕпе утса тухрăмăр. Вăхăт иртни сисĕнмерĕ. Вăл питĕ пысăк хăвăртлăхпа иртрĕ. Çапах та унăн çулăмĕ çав-çавах чунра хĕмленет. Волонтерсен керменĕнче, Универсиада паркĕнче кашни каç илĕртÿллĕ те хавас мероприятисем ирттеретчĕç: дискотека, шоу-программа, концерт. Канма пĕтĕм услови пурччĕ. Апат-çимĕçĕ те тутлăччĕ. Универсиадăра пулни таçта инçетре, ют патшалăхра пулса курнăн туйăнчĕ. Хусан чăннипех тĕлĕнмелле хитре хула. Универсиада çÿллĕ шайра, çынсен, хăнасен кăмăлне каймалла иртрĕ.

— Волонтер пулма мĕнле тата хăçан шутларăн?

— 2012 çулхи октябрь уйăхĕнче ăнсăртран Универсиада сайчĕпе паллашма тÿр килчĕ. Унтах Пĕтĕм тĕнчери студентсен ăмăртăвне валли волонтерсене пуçтарнине пĕлтĕм те анкета çырса хатĕрлерĕм. Кăçалхи март уйăхĕнче мана собеседование чĕнчĕç, пĕлĕве тĕрĕслерĕç. Каярах вара волонтерсен йышне кĕнине пĕлтерчĕç, савăнтăм. Ака уйăхĕнче вĕренÿ пуçланчĕ. Çамрăксен пуçарулăх центрĕнче иртекен ятарлă тренингсене çÿрерĕм. Вĕсем питĕ усăллăччĕ те кăсăклăччĕ. Пĕр-пĕрин хутшăнăвне, калаçу чĕлхине аталантарма пулăшакан, кăткăс лару-тăруран çаврăнса тухма вĕрентекен, стреса хирĕç тăма хăнăхтаракан занятисем иртетчĕç.

— Сире Хусанта ăçта вырнаçтарчĕç, пурăнмалли майсем килĕшрĕç-и?

— Эпир, чăвашсем, 200 яхăн çамрăк пулнă. Юдинăра пĕр юлташ хĕрĕпе виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерте пурăнтăмăр, теприсем «Зилантра» вырнаçнăччĕ. Ку çуртсене ятарласа Универсиада тĕлне çĕклесе лартнă, 18 хутлăччĕ вĕсем. Апат енчен ÿпкелешме сăлтав çук. Кунне виçĕ хутчен апатлантаратчĕç. Ирхине, каçхине столовăйĕнче çинĕ. Кăнтăрлахи апат — ĕç вырăнĕнчех.

— Мальвина, волонтер пулнă май мĕнле ĕç пурнăçларăн, ăçта тăрăшрăн?

— Кашни волонтерăн хăйĕн тивĕçĕ пулнă. Пурĕ — 50 функци. Пĕрисем апат-çимĕç хатĕрлес ĕçре тăрăшаççĕ, теприсем хăнасене кĕтсе илеççĕ, виççĕмĕшĕсем тÿресене пулăшаççĕ. Эпĕ «Зилант» спорт комплексĕнче тата «Тезуче» волейбол керменĕнче пулнă. Манăн тĕп ĕç вăл — вырăнта çук волонтера улăштарасси. Тен, пĕри чирленĕ е ытти сăлтавпа ĕçе тухайман чухне. Пĕр сăмахпа каласан, пур çĕре те хăвăрт çитсе тĕрлĕ ыйтăва татса парасси пулнă. Унпа пĕрлех куракансене зала вырнаçтарнă çĕре, спортсменсене кĕтсе илсе ăсатса ярас ĕçе те хутшăннă эпĕ. Çавна май нумай-нумай ăста волейболистпа, паллă судьясемпе, тренерсемпе курнăçса калаçнă. Çĕнни, интересли нумай пулчĕ.

— Уйрăмах мĕн асра юлчĕ?

— Хаваслă самантсем — Универсиадăна кайнинчен пуçласа таврăнни таранах. Хăшне палăртмаллине те пĕлмелле мар. Парнесем халĕ те ăмăртусем пирки аса илтереççĕ. Кашни кунах Универсиада паркĕнче тĕнчери чи паллă Цирк дю Солей (Cirque du Soleil) шоу-программине курса киленни асран тухмасть. Хусан хулинче иртнĕ Сабантуйра пулса курни те темĕн чухлĕ савăнăç парнелерĕ.

— Яшсемпе хĕрсен волонтер пулас тесессĕн мĕн тумалла-ха?

— Пур обществăлла ĕçре те хастар пулмалла. Аслă шкулсенче иртекен мероприятисене яланах хутшăнма, тĕрлĕ енлĕ аталанма тăрăшмалла. Чи малтанах ют чĕлхесене пĕлни кирлĕ. Тавра курăма, пĕлĕве анлăлатмалла. Пысăк та яваплă мероприятисене чи лайăххисене, пуçаруллисене, ăстисене çеç суйлаççĕ. Çавăнпа та пурне те ăнăçу, телей сунатăп.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика