ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каçалсем пуçарулăхпа палăраççĕ

20 декабря 2012 г.

Чăваш ялĕ пултаруллă, ĕçчен çынсем пуррипе илемлĕ. Пуçаруллисем фермер хуçалăхĕсем йĕркелеççĕ, производствăна аталантараççĕ.

Ĕнер республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Каçал тăрăхĕнче пулчĕ, Атласкинăн хресчен-фермер хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Кунта 200 вырăнлă çĕнĕ ферма хута кайрĕ.

«Раççей Президенчĕ те, Чăваш Ен ертÿлĕхĕ те ял çыннин пурнăçне лайăхлатас тесе ĕçлетпĕр. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа яла хăварас тесен çакнашкал фермăсем хута ямалла. Çĕнĕ технологисене пăхăнса, çĕнĕ оборудованипе ĕçлемелле», - терĕ Михаил Васильевич. Вăл Григорий Атласкина тухăçлăхшăн, тăрăшулăхшăн тав турĕ, ял хуçалăх предприятисен ертÿçисене унран тĕслĕх илме ыйтрĕ. Асăннă фермăра сĕт сивĕтмелли вырăн, специалистсен кабинечĕсем, сăвăм, душ пÿлĕмĕсем пур.

«Çĕнĕ Шăхрансен Григорий Атласкин яла килнĕшĕн хĕпĕртемелле. Унăн ĕçĕсем ăнса пыраççĕ, çак фермăна хута янă хыççăн тата та пысăк çитĕнÿсем пулĕç», - терĕ Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев.

Григорий Васильевич маларах Çĕпĕр тăрăхĕнче шахтерта вăй хунă. Тăван яла килсен юхăннă совхоз çĕрне тара илнĕ, тыр-пул ÿстерме пуçланă, сысна самăртма, ĕнесем усрама тытăннă. Паянхи кун кунта мăйракаллă шултра выльăх - 256 пуç. Вĕсенчен 73-шĕ - сăвăнаканни. Хуçалăхра 8 çын тăрăшать. 2 доярка. Вăтам ĕç укçи 13245 тенкĕпе танлашать. Григорий Атласкин каланă тăрăх - 2012 çулхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче фермер хуçалăхĕ 203, 3 тонна сĕт суса илнĕ. Пахалăхĕ те чылай ÿснĕ.

Михаил Игнатьев Çĕнĕ Кипеçри сĕт-çу заводне те çитсе курчĕ. Асăннă предприятие Вадим Агамирян пуçарăвĕпе 1999 çулта йĕркеленĕ. Вадим Сергеевич пĕлтернĕ тăрăх - кунта 16 тĕрлĕ /çурма хытă, тăварлă шыв çинчи тата çемçе/ сыр кăлараççĕ. Талăкра 30-35 тонна продукци хатĕрлеççĕ. Юр-варăн 80 процентне Мускав хулипе Мускав облаçне, Санкт-Петербурга ăсатаççĕ. Çав вăхăтрах Чăваш Енри лавккасенче те туянма пулать вĕсен сырне.

Заводра 60 яхăн çын /вĕсем Çĕнĕ Кипеçрен тата çывăхри ялсенчен/ тăрăшать. Шалу аван, столовăй та пур. Çĕнĕ Кипеçсен сырне Каçалсемпе Шупашкарсем кăна мар, Мускавсем те кăмăлланă. Раççей телекуравĕн 1-мĕш каналĕпе кăтартакан «Контрольная закупка» кăларăмра чăваш сырĕ малти вырăна тухнă. Çавăн пекех вĕсем регионсен хушшинчи тата Пĕтĕм Раççей конкурсĕсене хастар хутшăнаççĕ, яланах ылтăн, кĕмĕл медальсене тивĕçеççĕ.

Нумаях пулмасть заводра «Имеритинский» тата «Изамбаевский» çĕнĕ сырсем кăларма пуçланă.

«Маттур, Вадим Сергеевич! - терĕ республика Пуçлăхĕ. - Тĕрĕс çул суйланă эсир. Производствăна йĕркелесе янă. Ял çыннине ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Малашне çĕнĕ цехсем уçасси пирки шухăшламалла, ĕç калăпăшне тата ÿстерме тăрăшмалла».

Комсомольскинчи ĕçлĕ çул çÿрев 2-мĕш шкулпа паллашнипе вĕçленчĕ. Кунта ятарлă программăпа килĕшÿллĕн сусăр ачасене пĕлÿ пама ятарлă класс хăтланă, кану пÿлĕмĕ тунă. Пĕлÿ çурчĕн тăррине, спорт залне юсаса çĕнетнĕ. Хальлĕхе учительсем инвалидсене килĕсене кайса пĕлÿ параççĕ. Малашне вара вĕсем те шкула çÿреме пуçлĕç.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика