24 июля 2013 г.
Вырма районта вăй илсех пырать, пур хуçалăх та уя тухнă. «Ĕçе мĕнле пуçлатăн, çавăн пек вĕçлетĕн», — тенĕ ваттисем. Çакна тĕпе хурса ĕçлет ял çынни. «Госсорткомисси» патшалăх учрежденийĕн ĕçченĕсем маттур пулнăран пур çĕре те ĕлкĕреççĕ.
Тыр-пул пиçсе çитнĕ, ăна кĕске вăхăтрах пĕр тăкаксăр пухса кĕртмелле, çав вăхăтрах выльăх апачĕ хатĕрлес пирки те самантлăха та манмалла мар.
Хуçалăх 90 ĕне усрать. Вĕсем валли пурĕ 318 тонна утă хатĕрленĕ. Ĕç малалла пырать. В.Якимов, П.Индюков ĕçченсем нумай çул ÿсекен курăк уйĕнче тăрăшаççĕ, çулаççĕ, утта тюклаççĕ.
«Хуçалăхра хĕрÿ ĕç тапхăрĕ — вырма. Уйра 5 комбайн ĕçлет. Паянхи куна 93 гектар çинчи ыраша çапса тĕшĕленĕ, алласа кĕлетсене кĕртнĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене тата 400 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Ку ĕç малалла пырать», — пĕлтерчĕ Николай Васильевич Иванов директор.
— Лаптăк кунсерен сахалланать, техника çеç лайăх, пĕр чăрмавсăр ĕçлетĕр. А.Цыганов, А.Алексеев комбайнерсем ĕçре маттур. Хăватлă техника çаврăм хыççăн çаврăм туса вун-вун тонна тырă тĕшĕлет, — паллаштарать М.Семенкина агроном.
«Госсорткомисси» патшалăх учрежденийĕнче ырашăн вăтам тухăçĕ — пĕр гектартан 23,6 центнер.
Шăрăх çанталăка пула хăш-пĕр культурăсем япăх çитĕнни ял ĕçченне пăшăрхантарать. Хуçалăхра кĕрхи культурăсене акма 110 гектар çĕр хатĕрленĕ.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"