ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеш – пултаруллă ертÿçĕ

25 мая 2013 г.

Пирĕн районта çуралса ÿснĕ çынсем нумай çĕрте ертÿçĕ пулса ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Вĕсенчен пĕри — Тĕвенеш ялĕнче кун çути курнăскер — Анатолий Флегентович Иванов. Вăл — Шупашкарти «Промэнерго» АХОн ертÿçи.

Нумаях пулмасть çак предприяти 15 çул ăнăçлă ĕçлесе пынине савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев та хутшăнчĕ, предприяти ертÿçине Тав çырăвĕпе тата парнепе чысларĕ. Çавăн пекех мероприятие Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн çумĕ Владимир Аврелькин, Шупашкарти Калинин район администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Бирюков тата ыттисем те хутшăнчĕç, нумай ĕçчене Хисеп грамотисемпе чысларĕç.

Ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн А.Иванова «Чăваш Республикин промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята панă. Вăл йĕркеленĕ тата ертсе пыракан АХО чăнахах та юлашки çулсенче пысăк çитĕнÿсем тунă, тăвать те, çулсерен 250 млн тенке яхăн продукци туса кăларать. Кунта пуçтаракан электроподстанцисем Раççейре кăна мар, ют çĕр-шывсене те саланаççĕ. Сăмах май, паянхи кун предприятире 150 çын ытла ĕçлет.

Анатолий Иванов тăван ялне те манса каймасть, вырăнти «Изамбаево» ЯХПКна та тăтăшах тĕрлĕ майпа пулăшать.

Мероприятие «Каçал» фольклор ансамблĕ хутшăнса пухăннисене савăк кăмăл парнелерĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика