08 мая 2013 г.
«Атте-анне пурнăç парнеленишĕн, паянхи кун та унпа киленсе пурăннăшăн, Турра тав тăватăп. Ачасемпе, мăнуксемпе, тăвансемпе савăнатăп, ватă çынна тата мĕн кирлĕ? Хисеплени, сума суни темрен паха», — тет калаçăва хутшăнса Елена Федоровна Маркова.
Кинемей Тĕвенеш ялĕнче çуралса ÿснĕ, кунтах тĕпленнĕ. Хăйĕн савнипе, пулас мăшăрĕпе те вăл çак ялтах паллашнă. Тĕвенеш каччине, Федор Маркова качча тухнă, çемье çавăрнă. Вĕсем ултă хĕрпе икĕ ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. 51 çул пĕрле килĕштерсе пурăннă Марковсем, шел 9 çул каялла мăшăрĕ çĕре кĕнĕ. Савăнăçне те, хуйхи-нушине те пĕрле пайлама хăнăхнă хĕрарăма малтанах йывăрлăха чăтса ирттерме çăмăлах пулман, паллах. Çумра çывăх çынсем пурри хуйха сирнĕ.
Çамрăклăхĕ те Елюк аппан çăмăл килмен. Вăрçă çулĕсене лекнĕ май терт-нушине нумай тÿснĕ хĕрарăм. «Йăлтах фронт валли! чĕнÿпе ĕçлени халĕ те асрах. Колхозра тăрăшнă, пахча çимĕç çитĕнтернĕ, чăлха-нуски çыхнă. Апат-çимĕç çителĕксĕрччĕ. Халĕ вăл вăхăтрипе танлаштарсан, ырлăхра пурăнатпăр вĕт. Укçа-тенкĕ пулсассăн — пурне те туянма пулать. Кил-çурт ăшă, сенкер çулăм çунать», — тет иртнипе паянхине танлаштарса тыл ĕçченĕ. Елюк аппа мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех тăван колхозра тăрăшнă. Ÿркенмен, мĕн хушнине пурнăçланă. Çавна май ĕçри тăрăшулăхшăн пĕрре мар ăна Тав тата Хисеп хучĕсемпе чысланă. Тĕрлĕ медальсемпе орденсем те пур унăн çемье архивĕнче.
Ывăл хĕрĕсем çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тĕпленнĕ пулсассăн та тăван киле манмаççĕ, тăтăшах килсе çÿреççĕ. Марковсем пурте пĕрле пуçтарăнсан кил-çурт ача сассипе тулать. Пĕрле сĕтел тавра кĕрекене ларсан, Елюк аппа савăнăçне пытармасть, куççуленет те. Анне чĕри çапла ĕнтĕ вăл. Хĕрĕсемпе ывăлĕсем, кинĕсемпе кĕрÿшĕсем, мăнукĕсемпе вĕсен ачисем, хăти-тăхлачисем — пурте иртнĕ кунсенче кинемее 85 çулхи юбилейпе ăшшăн саламаларĕç тата нумай çул савăнтарса пурăнма пиллерĕç.
— Ĕлĕк нумай ачаллă çемьесем чылай пулнă, пурне те вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă, вĕрентнĕ. Халĕ темшĕн çамрăксем ача çуратасшăн мар. Çемьесенче 1—2 ача çеç çитĕнтереççĕ. Эпĕ вара хамăн ачасемпе мухтанатăп, мăнаçланатăп. Вĕсем-çке Марковсен йăхне тăсаканĕсем. Ачасемпе мăнуксемшĕн яланах тĕслĕх вырă-нĕнче пулас, май килнĕ таран пулăшас килет, — сăмахлать Елюк аппа.
Хĕрарăм пушă вăхăтне усăллă ирттерме тăрăшать. Май килнĕ чухне чăлха-нуски çыхать, кил-картишĕнче аппаланать, мăнукĕсене пăхать. Вĕсене ĕçе хăнăхтарас, вĕрентес тесе тăрăшать. «Ватăсемпе — ватăлла, çамрăксемпе çамрăкла пулăр, хăвăртан аслисене яланах хисеплĕр, сума сăвăр», — тет вăл мăнукĕсене вĕрентсе. Вĕсем, паллах, асламăшĕн халалне ăша хывасси иккĕлентермест.
— Анне тĕрлĕ вăхăтра пурăнса курнă. Вăрçă çулĕсене чăтса ирттернĕ. Выçлăхĕ те, нуши те пайтах пулнă пулĕ. Пуçне усман вăл, малашлăх пирки ĕмĕтленнĕ, пире кун çути парнеленĕ, вĕрентнĕ, маттур, çĕр-шыва юрăхлă çынсем пулччăр тесе тăрăшнă. Тавах ăна. Тата пире савăнтарса пурăн. Эс пуртан тĕнче илемлĕрех, — теççĕ хĕрĕсемпе ывăлĕсем.
А.АНТОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"