ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ят вăл юлĕ ĕмĕре

08 мая 2013 г.

1941 çулта пирĕн Тăван çĕр-шыва хаяр тăшман вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕ. Пĕтĕм халăх çак çапăçăва кар тăрса тухнă. Сахал мар хура-шур курнă совет халăхĕ, пайтах çухату чăтса ирттернĕ. Анчах та вăл нимĕнле йывăрлăха та парăнман, Аслă Çĕнтерÿ патне ăнтăлнă .

Çĕнтерĕве вăрçăн 1418-мĕш кунĕнче кĕтсе илнĕ халăх кăçал унăн 68 çулне сумлăн паллă тăвать. Çак уява Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă салтаксем уйрăмах хавас кăмăлпа, çĕнтерÿ хĕлхемĕпе кĕтсе илеççĕ.

«Уяв кунĕсенче чунăм хăпартланать темех пултараймастăп. Вăрçă пуçлансанах, 1942 çулхи август уйăхĕнче фронта тухса кайнă. Тÿрех Ленинград блокадине илсе кĕчĕç. Чылай терт-нушине тÿсме тÿр килчĕ. Йывăр пулнă пулин те тăшмана аркатса, çĕнтерÿ патне ăнтăлнă. Çав тумхахлă çулсем, хаяр çапăçу, юлташсене çухатни, вилĕмпе куçа-куçăн тăни паянхи кун та манăçмаççĕ, тĕлĕкĕмре канăçсăрлантараççĕ», — тет Иван Яковлевич Салмин ветеран.

Паттăр салтак Хирти Сĕнтĕр ялĕнче пурăнать. Ачалăхĕ те, çамрăклăхĕ те кунтах иртнĕ унăн. Шкул пĕтернĕ хыççăн Иван тете Патăрьелĕнчи педагогика училищинче вĕреннĕ. Çартан таврăннă салтак 1946 çулта Хирти Сĕнтĕр ялĕнчи шкулта ĕçлеме тытăннă. Физика тата математика предмечĕсене вĕрентнĕ. Çак вăхăтрах Хусан хулинчи педагогика институтĕнче куçăмсăр майпа вĕренме те вăхăт тупнă. Аслă пĕлÿ илнĕ çамрăка, дипломлă специалиста 1958 çулта шкул директорне лартнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех вăл çак ĕçре вăй хунă. Ачасене тарăн пĕлÿ парас, вĕсене тĕрĕс çул суйласа илме пулăшас тесе нумай тăрăшнă Иван Яковлевич. Чылайăшĕ ăна паянхи кун та тав тăвать, уявсенче саламлă çырусем яма та манмасть.

89 çула çитнĕ ветеран уява тулли кăмăлпа кĕтсе илет. «Çĕнтерÿ кунĕ, чăннипех те, пысăк уяв. Хаяр тăшмана кар тăрса çапăçнă, мирлĕ пурнăç парнеленĕ ветерансемпе тыл ĕçченĕсем ăна чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Шел, вĕсен шучĕ çулран-çул чаксах пырать. Сăмахран, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче те 4-ăн çеç юлтăмăр. Апла пулин те уявра тĕл пулсассăн чун каниччен калаçатпăр, иртнĕ кунсене, фронтовиксене аса илсе куççулленетпĕр те», — тет ветеран.

Иван Яковлевич кăкăрĕ çинче орден-медаль нумай. Аслă Отечественнăй вăрçăн I степеньлĕ орденĕ, «Хăюлăхшăн», «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» орденсем уншăн уйрăмах паха. Ытти нумай-нумай награда, Хисеп, Тав хучĕсем унăн çемье архивĕнче упранаççĕ. РФ Президентĕнчен килнĕ саламсене те салтак типтерлĕ упрать, сума сунăшăн тав тăвать.

Иван Яковлевич çулĕсене пăхмасăрах кил-картишĕнче кăштăртатать. Çуллахи вăхăтра пахчаран та кĕмест. Кунта унăн тусĕсем, вĕлле хурчĕсем пур. «Килте пыл хурчĕсем тытатăп. Вĕсемпе аппалансах куна ирттеретĕп. Ĕç кăмăла каять, ывăннине те туймастăп. Пыл çын организмĕшĕн çав тери усăллă. Çакă пурăнма вăй-хăват парса тăрать те пулĕ мана», — тет Иван Яковлевич.

Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесе çамрăк ăрăва мирлĕ пурнăç парнелессишĕн çапăçнă салтака чĕререн тав тăватăп, çĕре çите пуç таятăп. Малашне те çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатăп.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика