ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экологи эрнелĕхĕнче

27 апреля 2013 г.

Мĕн-ха вăл — çут çанталăк? Паллах, вăл эпир куракан хĕвел, уйăх, çăлтăр, юхан шыв, çĕр, ÿсен-тăран, вăрман, чĕр чун. Этем те çут çанталăкăн пĕр пайĕ. Апла пулин те çын тавралăха упрас тесе тăрăшмасть, темшĕн ăна варалать. Юлашки вăхăтра çут çанталăк пысăк хăрушлăхра пулнине сăнама пулать. Вăрмансем çунаççĕ, юхан шывсем типеççĕ, çÿп-çап куписем ÿсеççĕ. Тавралăха вара упрама тăрăшмалла, ăна пулăшмалла. Çак тĕллевпех нумаях пулмасть Нĕркеç вăтам шкулĕнче экологи предмечĕн эрнелĕхĕ иртрĕ. Эрнелĕхĕн пĕрремĕш кунĕнчех 6—7-мĕш классенче вĕренекенсем «Экологическое ассорти» вăйăра хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. «Голубки» тата «Орлы» командăсем мала тухассишĕн тупăшрĕç. Хĕрÿ вăйăра Валерия Кириллова команди 33 очко пухса çĕнтерчĕ.

5-мĕш класра пĕлÿ пухакансем кĕçĕн классене «Суд» вăйă кăтартрĕç. Вĕсем этеме çут çанталăкри киревсĕр ĕçĕсемшĕн айăпларĕç, явап тыттарчĕç. Кунта уйрăмах К.Кузнецова (судья), Н.Максимова, К.Крысова, Д.Шатилова, В.Воронова, А.Порядкова маттур пулчĕç. Саккăрмĕшсем çут çанталăк çинчен çырнă поэтсен сăввисемпе паллаштарчĕç. Н.Белкина, Н.Тишова сăвăсене илемлĕ вуларĕç. Вĕренекенсем презентаци те хатĕрленĕ.

«Экологический брейн-ринг» вăййа 10-мĕш класра пĕлÿ пухакансем хаваспах хутшăнчĕç. Хăйĕн пысăк тавра курăмĕпе, пĕлĕвĕпе Л.Крысова палăрчĕ. Çиччĕмĕшсем кайăксем çут çанталăка сыхлас енĕпе мĕнле ĕçсем тунине каласа пачĕç, сценка кăтартрĕç. Ачасем ÿкерчĕксен конкурсне хастар хутшăннине те палăртма кăмăллă. С.Индюкова, Д.Маркова ĕçĕсем уйрăмах илемлĕ пулса тухнă.

Шкулта экологи предметне уйрăм вĕрентмеççĕ пулсан та ачасем пĕлĕве ÿстерме тăрăшаççĕ, тĕрлĕ литература вулаççĕ. Ахальтен мар вĕренекенсем районта экологипе иртекен олимпиадăра, наукăпа практика конференцийĕсенче пĕрре мар палăрнă, малти вырăнсене йышăннă.

Йывăç лартас ĕçре те хастар ачасем. Кашни çулах вĕсем Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче тĕрлĕ йывăç лартаççĕ. Ачасем çут çанталăка сыхласси вĕсен пысăк тивĕçĕ пулнине лайăх пĕлеççĕ. Çавна май пур çĕрте те маттур вĕсем.

М.ТИШОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика