24 апреля 2013 г.
Çут çанталăк пире хăйĕн илемĕпе савăнтарать. Çуркунне пĕтĕм тĕнче вăранать: симĕс курăк шăтать, кайăк-кĕшĕксем вĕçсе килеççĕ, пĕрремĕш чечексем тухаççĕ. Тавралăх хĕллехи ыйхăран вăранать. Çак илемпе киленме çеç мар, ăна упрама та пĕлмелле.
Иртнĕ эрнере 3-мĕш класра пĕлÿ пухакансемпе «Çут çанталăк сыхлавçисем» темăпа класс сехечĕ ирттертĕмĕр. Ачасене хамăр пурăнакан тавралăха упрама, хÿтĕлеме вĕрентесси — аслисен тивĕçĕ. Çавна май вĕренекенсем тĕрлĕ станцисенче пулса курчĕç. Хамăр тăрăхра пурăнакан чĕр чунсемпе, çитĕнекен ÿсен-тăрансемпе паллашрĕç. Вĕсем мĕнле хăрушлăхра пулнă пирки те каласа патăм. «Манăн урам» станцие çитсен ачасем хăйсем пурăнакан урампа паллаштарчĕç. Унта мĕнле йывăç-курăксем ÿснине, тасалăх пирки каласа пачĕç. Çавăн пекех хĕр ачасем «Ÿсен-тăран сыхлавçисем», арçын ачасем «Чĕр чунсен сыхлавçисем» темăпа интереслĕ презентаци хатĕрленĕ.
А.Евграфова, Д.Голыева, Ю.Федорова, К.Котова вĕренекенсем презентаци хатĕрлес ĕçре, темăна сÿтсе явнă чухне маттур пулнине палăртмалла.
Ачасем малашне тавралăха юратма, ăна упрама, çÿп-çапран тасатма сăмах пачĕç.
Г.КРАСНОВА
Источник: "Каçал Ен"