ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявра савăнчĕç

03 ноября 2012 г.

Кĕрхи ĕçсене вĕçлесен уяв ирттересси — чăвашсен мĕн ĕлĕкренех пыракан йăли-йĕрки. Çамрăксене асатте-асаннесен йăлипе паллаштарассине вĕрентекенсем хăйсен тивĕçĕ тесе йышăнаççĕ. Нĕркеç вăтам шкулĕнче те çак уява çулсеренех йĕркелеççĕ. Ачасем унта хаваспах хутшăнаççĕ. Акă, нумаях пулмасть кĕçĕн классенче вĕренекенсен кĕрхи бал иртрĕ. Ăна Валерия Кирилловăпа Галина Федорова ертсе пычĕç. Чи малтанах вĕренекенсене С.Максимова библиотекарь чăвашсем уява ĕлĕкхи вăхăтра мĕнле паллă тунипе паллаштарчĕ. Çакă ачасемшĕн уйрăмах интереслĕ пулчĕ.

Ачасем кĕрхи тумсем хатĕрлени те мероприятие хăйне май илем кÿчĕ. Жюри членĕсем К.Кошкина, М.Свеклова, Н.Евграфова, Ю.Федорова, Ю.Воронова хатĕрленĕ тумсене чи илемлисем тесе палăртрĕç. Пахча çимĕçсенчен хатĕрленĕ юмах паттăрĕсен выставкипе ачасем те, ашшĕ-амăшĕсем те интересленсех паллашрĕç. Вĕренекенсем юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика