ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕле хатĕрленесси – тĕп ыйту

18 августа 2012 г.

Августăн 15-мĕшĕнче Чăваш Енре, çавăн пекех Комсомольски районĕнче те, черетлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унăн темисем — Чăваш Республикин бюджетне 2012 çулăн пĕрремĕш çурринче пурнăçлани; медицина, вĕренÿ, культура, социаллă сфера учрежденийĕсене хĕле хатĕрлес енĕпе ĕç тăвакан тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем умĕнче тăракан задачăсем çинчен. Палăртнă темăсемпе пĕрлех район пурнăçне пырса тивекен ытти ыйтусене те айккинче хăварман.

Пирĕн района Пĕрлехи информкуна ирттерме Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн заместителĕ Ирина Устенко тата «Чувашэнерго» представителĕ Валерий Титов килсе çитрĕç. Малтанах Шупашкартан килнĕ хăнасемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев тĕл пулчĕ. Михаил Романович Пĕрлехи информаци кунĕн йĕркине кĕртнĕ кашни ыйтупа Комсомольски районĕнчи лару-тăру çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.

Ун хыççăн район администрацийĕн яваплă специалисчĕсемпе хăнасем икĕ ушкăна пайланса ял поселенийĕсене çул тытрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Михаил Афанасьевпа Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн заместителĕ Ирина Устенко Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов çĕр пайĕсене патшалăх регистрацийĕ тунă чухне сиксе тухакан ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. «Хуçасăр çĕр пайĕсене (хуçисем вилнĕ, еткерçĕсем çав лаптăксем çине документсем тутарман) усăсăр вырттарас марччĕ. Е арендăна парса, е сутса ял поселенийĕн вĕсенчен пайта илмелле тума çывăх вăхăтрах тăрăшмалла»,— сĕнчĕ Михаил Романович.

Ун хыççăн ушкăн «Изамбаево» ял хуçалăх производство кооперативĕн йĕтемне çитрĕ. Кооперативăн кăçал 200 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене пуçтарса кĕртмелле. Çак лаптăкăн çуррине çапса илнине пĕлтерчĕ Николай Васильев председатель. Хуçалăх тырă вăрлăхĕсене çĕнетес енĕпе те ĕçлет. Акă кĕрхи туллăн суперэлита сорчĕсене туяннă. Кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлес ĕç те пырать кунта, çывăх кунсенчех акакан агрегатсем уя тухĕç.

Уйрăм предпринимателĕн В.С.Агамирянăн Çĕнĕ Кипеçре вырнаçнă сыр заводĕнче производствăпа паллашма уйрăмах кăмăллă пулчĕ хăнасене. Çак завод талăкра 30—35 тонна сĕт йышăнса тирпейлет, уйăхра 100 тонна сыр туса кăларать. Продукци складра пĕртте выртса тăмасть, тÿрех суту-илÿ сечĕсене ăсанать. Кунта 70 çын тăрăшать, ĕçе икĕ сменăпа йĕркеленĕ. Информкуна килнĕ ушкăн членĕсем коллективпа ирттернĕ тĕл пулура кун йĕркинчи темăсем тавра калаçрĕç, рабочисен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Çавăн пекех Н.В.Ивановăн хресченпе фермер хуçалăхĕн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕç.

Валерий Титовпа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — капиталлă строительство пайĕн начальникĕ Александр Краснов Урмаел ял поселенийĕнчи вĕренÿ тата культура учрежденийĕсен ĕç коллективĕсемпе куçа-куçăн калаçрĕç.

Пĕрлехи информаци кунĕн пĕтĕмлетĕвĕ район администрацийĕнче иртрĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика