ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье кунне уявларĕç

23 мая 2012 г.

Раççейре Çемье кунне паллă тума пуçлани нумаях пулмасть, çапах та вăл пирĕн тăрăхра чи юратнă уявсенчен пĕри пулчĕ.

Çемье кунне уявлама ял халăхĕ Нĕркеçри информаципе культура центрĕнче пухăнчĕ. Чи малтанах Е.П.Волкова çемьен патшалăхри вырăнĕ çинчен каласа пачĕ.

Ун хыççăн сцена çине пурнăç çулĕпе 50 çул юнашар утакан сумлă çемье — Роза Гурьевнăпа Викентий Иванович Герасимовсем — хăпарчĕç. 5 ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем.

Каярахпа Нĕркеçри информаципе культура центрĕн директорĕ Михаил Кузнецов Ивановсен, Максимовсен, Волковсен, Кузнецовсен çемйисен хушшинче конкурссем ирттерчĕ.

Хĕрÿ тупăшура Оксанăпа Сергей Ивановсем «Спортпа туслă çемье» номинацире çĕнтерчĕç. Сиренăпа Василий Максимовсене «Вулама юратакан çемье» номинацире çитекеннисем пулмарĕç.

«Çемье — пурнăç пуçламăшĕ» номинацире Герасимовсем малтисем пулчĕç.

Çемьесемпе çакăн пек уявсене хутшăнни вĕсене çирĕплетме пулăшать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика