ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ

16 мая 2012 г.

Кашни çулах паттăрсене асăнса майăн 9-мĕшĕнче шкул ачисем палăксем умне чечек çыххисем хураççĕ, хыпарсăр çухалнисене асăнаççĕ. Вăрçăран таврăнайман паттăрсене, аманнисене, хăйсене шеллемесĕр фашистсемпе кĕрешнĕ салтаксене чысласа сăвăсем калаççĕ, юрăсем юрлаççĕ.

Нĕркеç ялĕнче те çак уява анлă паллă турĕç. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă Петр Никитич Юманков вил тăприне тупса тăван яла илсе килсе палăк умне чавса чикрĕç. Çак мероприятие паттăрăн тăванĕсем — Владимир Ивановичпа Олег Иванович Ксенофонтовсем те хутшăнчĕç. Каярахпа пухăннисем хаяр вăрçăра пуçĕсене хунă паттăрсене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.

В.И.Ксенофонтов митинга хутшăннисене П.Н.Юманковăн юлашки çырăвне вуласа пачĕ.

Паттăрăн 93 çулхи аппăшĕпе 85 çулхи йăмăкĕ — Мария Никитичнăпа Екатерина Никитична — палăк умĕнче куççулĕсене пытараймарĕç, тăванĕн вил тăприйĕ яла çитнишĕн чунтан хĕпĕртерĕç.

Паттăрсем нихçан та хыпарсăр çухалмаççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика